Ҫурлан 23-мӗшӗнче полицие __Канашра__ пурӑнакан 79 ҫулти кинемей ҫитнӗ те 65 пин тенкӗ укҫи ҫухалнине пӗлтернӗ. Ӑна ватӑскер шкапра ҫакӑнса тӑракан пальто-куртка таврашӗн кӗсйинче упранӑ-мӗн.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫурта ют ҫынсем кӗнине палӑртман. Оперативниксем «пурлӑха» кинемейӗн 9 ҫулти мӑнукӗ илме пултарнине палӑртнӑ. Чӑнах та ҫапла иккен.
Арҫын ача суйман, кинемейӗн укҫине илнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫав укҫана темиҫе кунрах тӑкакланӑ: юлташӗсене хӑналанӑ, карас телефонӗсен номерӗсем ҫине укҫа хурса панӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |