Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма малалла пырать. Ӗҫҫи епле пынине республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ хула тата район пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоконференцире те сӳтсе явнӑ.
Паян вырмана пӗрремӗш хуҫалӑх та пур республикӑра. __Патӑрьел районӗнчи__ «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса пӗтернӗ. Асӑннӑ хуҫалӑх ертӳҫи Петр Ялуков пӗлтернӗ тӑрӑх пӗрчӗллисене 1 пин гектар ытла лаптӑк ҫинче ҫапса тӗшӗленӗ. Вырмана унта ҫурлан 8-мӗшӗнче тухнӑ та виҫӗм кун ӗҫе вӗҫленӗ. Ӗҫе пурӗ виҫӗ «Дон-1500» тата икӗ «Палессе» комбайна явӑҫтарнӑ. Вырмара Геннадий Арланов, Геннадий Ялуков тата Николай Викторов экипажӗсем уйрӑмах хастар ӗҫленӗ. Тухӑҫ гектартан 32 центнер тухнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |