Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР тата Чӑваш АССР халӑх артистне, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреатне __Виктор Родионова__ асӑнса асӑну каҫӗ иртнӗ.
Виктор Родионов — сценӑн пысӑк ӑсти. Вӑл __Шупашкар районӗнчи__ __Шемшерте__ 1924 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш театрӗнче артистра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗн чӑваш студине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн К. Иванов ячӗллӗ академи драма театрне лекет. Унта вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе, пурӗ тӑватӑ теҫетке ҫул, ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра вӑл 350 ытла роль калӑплать. Пачӑшкӑ ывӑлӗ, вырӑс, яш чухнех __чӑваш чӗлхине__ ҫине тӑрса вӗренет. Театрта ӗҫленӗ вӑхӑта вӑл чӑвашла яп-яка та таса калаҫма вӗренсе ҫитнине кура вӑл урӑх наци ҫынни тесе куракан тӗшмӗртмен те-тӗр.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=93&type=news&id=2840329|**Сӑнсем**__ (14)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |