Инкекӗ ӗнер __Красноармейски районӗнчи__ __Мӑн Шетмӗ__ ялӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ачасене уҫӑлтарма кӑларма хатӗрленнӗ чух ачасен ҫипуҫне ҫакмалли шкап йӑтӑнса аннӑ. Вӑл икӗ ҫулхи хӗрачана лекнӗ. Инкек сӑлтавӗ шкапа япӑх тыттарнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Пуҫне амантнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн __Ҫӗрпӳри__ районсем хушшинчи пайӗ тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем ача пахчинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ, ыйтса пӗлнӗ, хӑш-пӗр хутсене пуҫтарса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |