«Яла халалласа палӑк ан лартӑр, ӑна ура ҫине тӑратӑр!» ҫак сӑмахсене тӗпе хурса иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкасси ялӗн уявӗ. Ял пысӑках мар, унта 38 хуҫалӑх шутланать, 41 ҫын пурӑнать.
__Апакасси__ шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Павлова сценарий хатӗрленӗ, уява чӑвашла ертсе пынӑ. Алевтина Иванова библиотекарь ял историне халалланӑ стенд хатӗрленӗ. Ӑна ҫынсем кӑсӑклансах вуланӑ. Елена Павлова ял историне каласа кӑтартнӑ. Халап тӑрӑх, ӑна Паттӑрӑн пӗр ывӑлӗ пуҫарса янӑ. Ҫавӑнпа Вӑрманкасси 1923 ҫулччен Хитре Патӑръяль ятлӑ пулнӑ-мӗн.
«Шуҫӑм» ансамбль юрӑсем шӑрантарнӑ. Римма Викторова, Ольга Емельянова та хӑйсен юратнӑ юррисене юрланӑ. 80 ҫултан аслӑрах кинемейсем ташланӑ. 8-мӗш класра вӗренекен Виктория Павлова тата унӑн амӑшӗ хӑйсем ҫырнӑ, А.Орлов-Шуҫӑм композитора халалланӑ сӑввисене вуланӑ.
Уявра пурте сӗтел хушшине ларса шӳрпепе хӑналаннӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=74&type=news&id=2840548|**Сӑнсем**__ (28)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |