Луганск облаҫӗнчен пӗр усламҫӑ хӑйӗн станокӗсемпе тата рабочийӗсемпе куҫса килнӗ. «Луганскри машиностроитель» уйрӑм ҫын компанийӗ хӑйӗн ӗҫне __Шупашкарта__ пуҫарать иккен. Хирӗҫтӑру пыракан территорирен 23 ҫын ҫемйисене кӑна мар, станоксене те илсе тухнӑ.
Тимӗр тирпейлекен станока Луганск рабочийӗсем эрнекун ӗҫлеттерсе ярасшӑн иккен. 12 ҫул предприяти тӑван ҫӗршывӗнче кӑларнӑ продукцин ытларах пайне Раҫҫее сутса пурӑннӑ. Цех енне пеме тытӑнсан оборудование илсе тухма тивнӗ. Станоксенчен ҫурри Донецкри таможня складӗнче тӑрса юлнӑ иккен-ха. Вӗсене илсе килейсен тата тепӗр 50 ӗҫ вырӑнӗлӗх производство уҫма пулать-мӗн.
Предприятин техника консультанчӗ Николай Друзьев каланӑ тӑрӑх, малтан вӗсем Ростов облаҫӗнче чарӑннӑ. Унти 6 предприятире пулнӑ. Пуринче те вӗсенче Украинӑран тарса килнисем кура урӑх вырӑна куҫма шут тытнӑ. Чӑваш Енре, ҫитменнине, паллакансем пулнӑ.
«Луганскри машиностроитель» предприятире ӗҫленисене Раҫҫее куҫса килме тархаслама тивмен-мӗн — кӑмӑлпах куҫнӑ. Уйӑх каялла Шупашкара ҫитнӗскерсене валли предприяти ертӳҫисем хваттер тара илсе панӑ. Шупашкартан 5 ҫухрӑмра пысӑках мар склад туяннӑ. Унта ҫӗнӗ хуҫасем ҫивиттине юсама тытӑннӑ, стенана ишме тытӑннӑ, оборудование вырнаҫтараҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |