HeadHunter тӗпчев служби ыйтӑм ирттернӗ те __Шупашкарти__ студентсенчен 76 проценчӗ урӑх ҫӗре тухса кайма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ иккен. Уйрӑмах гуманитарисемпе маркетологсем тухса вӗҫтерме хатӗр. Тухтӑрсемпе вӗрентекен дипломне алла илекенсенчен ытларахӑшӗ кунтах юлма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Чикӗ леш енче ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленекенсене илсен, вӗсем ӗҫ укҫи нумайрах тӳлессе шанаҫҫӗ иккен. Тата пурнӑҫ пахалӑхӗ пысӑкрах тесе шухӑшлани те вӗсене илӗртет иккен. Студентсенчен 30 проценчӗ чылай вӑхӑтлӑха чикӗ леш енче юлма хирӗҫ мар иккен, тепӗр ҫавӑн чухлех ҫамрӑк 5 ҫултан сахалтарах вӑхӑтлӑха кайма хирӗҫ мар.
Ют ҫӗршыва тухса каяс ӗмӗтпе пурӑнакансенчен 46 проценчӗ Европа пирки ӗмӗтленет иккен. Ыйтӑма 1217 студент хутшӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |