Ҫемьере иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫи панине паян пӗлмен ҫын ҫук ӗнтӗ. Вӑл тупрана нумайӑшӗ ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма: кам хваттер туянма, кам общежитинче пӳлӗм илме, кам ҫуртлӑ пулма — усӑ курать. Анчах амӑш укҫине амӑшӗн пулас пенсийӗ валли хурса хӑварма та юрать, ачасене вӗрентме те.
Амӑш укҫи ҫинчен калакан программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа Чӑваш Енри 750 ытла ҫемье 28,5 миллион тенкӗлӗх ыйтса ҫырнӑ. __Тӑвай районӗнче__ 20 ҫын 760 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Укҫана ача вӗреннишӗн тӳлеме уйрӑма та, вӗреннӗ вӑхӑтра общежитинче пурӑннишӗн татӑлма та чармаҫҫӗ. Тӑвай районӗнче ун пек ыйтакансем пулман та, республикӑра 9 ҫын ҫапла ыйтупа тухакан пулнӑ иккен. Ҫавсем пурӗ 90 пин тенкӗ ыйтнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |