Сусӑрсене ӗҫе вырнаҫма чӑрт сурмалӑх кӑна тесе калаймӑпӑр. Вӗсене патшалӑх енчен тӗкӗ кӳрес енӗпе ятарлӑ саккунсем те пур. Ҫавсен шутне ӗҫ вырӑнӗсене квотӑпа пӑхса хӑварнине кӗртме пулать. Ун пек саккуна 2011 ҫулта республика шайӗнче йышӑннӑччӗ. Маларах асӑннӑ хутра 100 ҫынтан ытларах ӗҫлекен организацисенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен 2 процентне сусӑрсем валли уйӑрма, 35–100 ҫын тараннисенче 1,5 процентне палӑртнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шӑмӑршӑ районӗнче 100 ҫынтан ытларах организаци пӗрре кӑна пулнӑ. Ку вӑл — районти пульница. Унта паянхи куна тӑватӑ сусӑр ӗҫлет. 35–100 ҫын таран ӗҫлекен предприятисем районта — тӑххӑр. Ӗҫ вырӑнӗсене аттестациленӗ хыҫҫӑн сиенлӗ тата йывӑр ӗҫ условине кура сусӑрсене ӗҫе явӑҫтарма май ҫук тесе вӗсенчен иккӗшне палӑртнӑ. Ытти 7 организацире 7 вырӑн пӑхса хӑварнӑ та, пӗринсӗр пуҫне ыттисенче сусӑрсене ӗҫ тупса панӑ иккен. Сусӑра __Шӑмӑршӑри__ вӑтам шкулта йышӑнма хатӗр. Унта е инженер-программист пулса, е биологи вӗрентекенне вырнаҫма май пур.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |