Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн __Шупашкар районӗнче__ те вӗрентекенсен предмет секцийӗсем иртеҫҫӗ. Биологсемпе химиксенне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров хӑй хутшӑннӑ.
Вӗрентекенсемпе вӑл ачасене пӗлӳ парассинче хальхи вӑхӑтри пурлӑхпа техника базине усӑ курас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Предмет олимпиадисенче ҫӗнтерекен вӗренекенсене ӑс паракан вӗренекенсене хавхалантармалли майсем пирки калаҫнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ кабинетсене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та хускатнӑ иккен.
Сӑмах май каласан, паянхи куна Шупашкар районӗнчи шкулсенче 478 педагог ӗҫлет. Вӗсенчен 20 проценчӗ пысӑк категориллӗ вӗрентекен пулнипе мӑнаҫланать, 66 проценчӗн — пӗрремӗш категори. Кунсӑр пуҫне вӗренӳ ӗҫӗнчи тӳре-шара Шупашкар районӗнче 2 ҫултан сахалтарах ӗҫлекенсен йышӗ республикӑри кӑтартуран пысӑкраххине палӑртаҫҫӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=93&type=main&id=2842639|**Сӑнсем**__ (11)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |