__Елчӗкри__ историпе тӑван тавралӑх халӑх музейӗнче асӑннӑ районти __Аслӑ Пӑла Тимешре__ ҫуралса ỹснӗ, Шупашкарта пурӑнакан Валентина Васильева тӗрӗ ӑстин куравӗ уҫӑлнӑ.
Ҫирӗм-вӑтӑр ҫул каялла та ялта ӳссе ҫитӗнекен хӗр-упраҫа амӑшӗ шкул парти хушшине ларсанах ал ӗҫне вӗрентнӗ. Ӗлӗкрен пыракан чӑваш йӑли-йӗркипе хӗр ҫап-ҫамрӑклах качча кайма арча тулли тупра хатӗрленӗ. Турӑш ум, чӳрече карри, минтер пичӗ, простынь, алшӑлли тата ытти ӗрленӗ. Ытларах чух хӗреслӗ майпа тӗрленине пӗлтерет «Елчӗк ен» хаҫат.
Мӗн ачаран тӗрлеме юратнӑ Валентина Васильева хӑй аллипе сахал мар япала ӑсталанӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ май вӗсем «модӑран» тухнӑ та кил-ҫуртра усӑ курма пӑрахнӑ. Ҫапах Валентина уншӑн ӳпкелешмест, вӑхӑтӗнче тӗрлеме вӗреннӗшӗн хӗпӗртет-мӗн.
Валентина ача чухнехи юратнӑ ӗҫе тепӗр хут пуҫӑнни виҫҫӗмӗш ҫул ҫеҫ иккен-ха. Малтанах пӗчӗк ỹкерчӗксем тӗрленӗ, унтан хавхаланса — пысӑккисене. Хӗрарӑма мӗн пӗчӗкрен илемлӗх тӗнчи илӗртет, ҫавна май вӑл чечексене канва ҫине «куҫарнӑ». Валентина Витальевна тӑван тавралӑх илемне те ытараймасть теҫҫӗ: мӑшӑрлӑ чарлансем, ҫерҫисем... Ҫӗмрен утсене те тӗрленӗ.
В. Васильева куравне уҫнӑ ҫӗре ӑстан ҫывӑх тӑванӗсем, культура ӗҫченӗсемпе шкул ачисем, Елчӗкри тӗрӗ ӑстисем йышлӑн хутшӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |