Республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра Украинӑран тарса килекен тепӗр 278 ҫын ҫитмелле. Чӑваш Енре вӗсене вырнаҫтарма тата тепӗр 10 вырӑн туса пама йышӑннӑ. Ҫапла вара вӗсен шучӗ 13-е ҫитӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра таркайсене «Контур» акционерсен уҫӑ обществинче, «Чувашиякурорт» санаторире тата Ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. «Контур» территоринче вырнаҫтарнине тата «Чувашиякурорт» санаторие таркайсене вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли пункт статусне панӑ. Вӗсен хуҫисене кашни таркая пуҫне федераци хыснинчен тӑкаксене саплаштармалла. Пӗр талӑкшӑн — 800 тенкӗ. Хальлӗхе пирӗн республикӑра 186 таркай хӳтлӗх тупнӑ.
Ҫӗнӗ пунктсем шутне __Шупашкар районӗнчи__ «Заимка» туризмпа сывлӑх комплексне, __Етӗрне районӗнчи__ «Созвездие» уйлӑха тата «Ача-пӑча канӑвӗ» обществӑна, __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ «Белые камни» центра тата ыттисене кӗртнӗ.
Таркайсене тӳлевсӗр сим-карттӑсем валеҫсе пани пирки __/news/6645.html|эпир хыпарланӑччӗ__.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |