__Муркаш районӗнчи__ __Ҫеменкасси__ ялӗн ачисем ҫуллахи каникула ӑсатнӑ. «Сывӑ пул, каникул — салам, шкул!» уява ял старости Регина Петровна Быкова пуҫарнипе йӗркеленӗ.
Япӑх ҫанталӑк та ачасене выляса кулма чӑрмантарман. Лапамра хаваслӑ юрӑ янӑранӑ. Ирхине ачасемпе аслисем ҫӳп-ҫап пуҫтарса лапама илемлетнӗ.
Регина Петровна уява уҫнӑ, программӑпа паллаштарнӑ. Конкурссем хаваслӑ иртнӗ. Уява Ириска клоунессӑпа Мэри пиратка ӗҫленӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурс ирттернӗ, фокуссем кӑтартнӑ.
Ачасем ҫулла ҫинчен сӑвӑсем каланӑ. Ирина Воробьева ачасем валли парнесем хатӗрленӗ. Уяв чей ӗҫнипе вӗҫлненнӗ. Ачасем лайӑх канса вӗренӳ ҫулӗ валли хавхаланнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&type=news&id=2843499|**Сӑнсем**__ (55)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |