Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов ӗнер Аҫтӑрхан облаҫне ӗҫпе ҫитнӗ. «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Началово ялти хусах (выр. ~~казак~~) кадечӗсен корпусне уҫнӑ хушӑра ҫак ыйтӑва ӑна унта вӗренекен пӗр ҫамрӑк панӑ. «2020 ҫулта, тепӗр пилӗк ҫултан, ют чӗлхепе пурин те экзамен тытма тивӗ», — тенӗ вӑл. Ҫапла май вӑл вӑхӑталла пурин те тытма тивекен пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗсен йышне ют чӗлхе кӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак йыша вырӑс чӗлхипе математика кӗреҫҫӗ.
Пӗлме: чӑваш чӗлхипе вара хальхи вӑхӑтра та пуласлӑхра та нимӗнле экзамен та тыттармаҫҫӗ. Унччен республикӑра 9-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхин пӗлӗвне тӗрӗслетчӗҫ пулсан, хальхи вӑхӑтра ӑна та пӑрахӑҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствишӗн ҫапла вара ют чӗлхене пӗлни тӑван чӗлхерен те пахарах курӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |