Ӗнер Пушкӑртра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Инкек республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Палтас (пушк. ~~Балтас~~), Краснокама, Калтаси районӗсене пырса тивнӗ. Тӗслӗхрен, Палтас районӗнчи Янактаево ялӗнче 87 ҫурт ҫивиттине илсе пенӗ, Калтаси районӗнчи Калекин ялӗнче 12 ҫурт ҫивиттине салатнӑ. Краснокама районӗнчи Карый ялӗнче те 187 ҫурт сиенленнӗ.
Пуринчен ытла Янаул районӗнчи Канигово, Кивӗ Куюк ялӗсем тата Янаул хулин «Тухӑҫ» микрорайонӗ шар курнӑ. Республикӑри ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫил-тӑвӑл пурӗ 500 яхӑн ҫурта сиен кӳнӗ, 26 ял-хула ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула пурӗ 2 ҫын вилнӗ, 40 яхӑн ҫын аманнӑ. Инкеке лекнӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма 15 вырӑн йӗркеленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |