Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Ача-пӑча драматургийӗн регионсем хушшинчи лабаратори-форумне ирттерет. Ку проекта ҫӗршывӑн Культура министерстви театр ӳнерӗшӗн кирлӗ пулӑм тесе ырланӑ май пурнӑҫа кӗртме укҫа та уйӑрнӑ.
Лабораторие пухнӑ май театр ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан наци драматургӗсен регионсем хушшинчи конкурсне йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Ентен, Пушкӑртстанран, Утмӑрт тата Коми республикисенчен, Мускавран, Питӗртен, Ҫӗнҫӗпӗртен, Екатеринбургран, Самартан, Чӗмпӗртен, Анапӑран, Калугӑран, Воронежран, Аҫтӑрхантан, Волгоградран, Омскран, Сургутран, Железногорскран, Красногорскран, Анат Тагилтан, Курск облаҫӗнчи Львовран тата Белоруҫпа Литва Республикисенчен 60 пьеса тӑратнӑ.
Юпан 20–24-мӗшӗсенче ӗҫсен авторӗсем __Шупашкара__ Регионсем хушшинчи лабораторие килсе ҫитӗҫ. Форума театр критикӗ, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ, Раҫҫей хулисенчи нумай семинар авторӗ Ирина Мягкова ертсе пырӗ. Экспертсен шутӗнче Мускаври Валерий Персиков режиссер та пур.
Чи лайӑх пьесӑсемпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр артисчӗсем эскизлӑ постановкӑсем кӑтартӗҫ, унтан вӗсене сӳтсе явӗҫ. Ҫав кунсенче Калмӑк Республикинчи Б. Басаногов ячӗллӗ Наци драматурги театрӗ хутшӑннипе Наци спектакльне фестивальне ирттерӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |