Афиша
Анатолийпе Надежда Никитинсем Анатолийпе Надежда Никитинсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма кулленех вӑхӑт тупаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче вӗсем ҫӗнӗ концерт йӗркелӗҫ. Паллӑ композиторӑн пултарулӑхӗпе паллашма Трактор тӑвакансен культура керменне 18:30 валли ҫитмелле. Паллах, концерт «Янташ» ушкӑнсӑр иртмӗ. Трактор тӑвакансен культура керменне 5, 8, 12, 15, 20, 23, 26 автобуссемпе; 1, 8, 15, 18 троллейбуссемпе тата маршруткӑсемпе ҫитме пулать. Кермен Эгер бульварӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Билетсене культура керменӗн кассинче, «Детский мир» лавккара тата билет салатакансенчен туянма май пур. Пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
ЮТВ телеканалта Анатолийпе Надежда Никитинсемпе ӳкернӗ «Искусство ҫыннисем» передача кӑҫал ултӑ хут тухнӑ. Унта Анатолий Никитин композитор кӗвӗленӗ юрӑ сӑввисен авторӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Альбина Юрату пулнӑ. Телекӑларӑм ярӑмне пӗтӗмлетсе тата Константин Иванов ҫулталӑкӗпе Литература ҫулталӑкӗ вӗҫленнӗ ятпа Анатолийпе Надежда Никитинсем раштавӑн 23-мӗшӗнче ятарлӑ литература каҫне йӗркелӗҫ. Унта передачӑсене хутшӑннӑ сӑвӑҫсене йыхравлӗҫ, вӗсен сӑввисемпе хывнӑ юрӑсемпе паллаштарӗҫ. Сӑвӑ авторӗсем хушшинче унсӑр пуҫне телекӑларӑмсене хутшӑнма тӳр килейменнисем те — Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова — тата ыттисем те пулӗҫ. Концертра вӗсен сӑввисем ҫине хывнӑ юрӑсемпе Анатолийпе Надежда Никитинӑсем тата «Янташ» ушкӑн паллаштарӗ. Шоу-концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче 18:30-ра пуҫланӗ. Унсӑр пуҫне, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Анатолийпе Надежда Никитинсем тепӗр концерт — Ҫӗнӗ ҫула халалланине — хатӗрлӗҫ. Вӑл «Салют» культура керменӗнче иртӗ, 18:30-ра пуҫланӗ. |
Афиша
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ҫитес ытларикун, раштавӑн 8-мӗшӗнче ҫавра сӗтел пулмалла. Ӑна Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацие йышӑннӑранпа 25 ҫул, Чӑваш Республикин тӗп саккунне — Конституцине — йышӑннӑранпа 15 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Ҫавра сӗтел ЧПГӐИ лару залӗнче 15 сехетре пуҫланмалла. Ҫавра сӗтеле гуманитари институчӗ йӗркелет. Хальлӗхе тухса калаҫакансен йышӗнче ҫаксене палӑртнӑ: • Юрий Попов, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн председателӗ; • Константин Яковлев, Чӑваш Республикин Культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ; • Николай Угаслов, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн депутачӗ, ЧНК президенчӗ; • Атнер Хусанкай, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧНК хисеплӗ президенчӗ; • Николай Лукианов, ЧНК президиумӗн пайташӗ. |
Афиша
Авраам Бурундуков композитор Авраам Бурундуков ҫичӗ теҫетке ҫул тултарать. Ун пек ҫынсен хушаматне асӑнсанах палласа илме пулать те хыпар пуҫламӑшӗнче вӑл кам иккенне юриех палӑртмарӑм. Ҫапла, сӑмахӑм шӑпах ун, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши тата Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ Авраам Бурундуков пирки. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ҫак композитор пурнӑҫӗн самай сумлӑ пайне юрра-кӗвве халалланӑ. Культурӑпа ӳнерте татӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра унӑн хайлавӗсем Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн, районсемпе хуласен хорӗсенче репертуарӗнче янӑранӑ. Хор тата уйрӑм ҫын валли ҫырнӑ, ҫавӑн пекех инструмент ҫемми Чӑваш радиопа телевидени фондӗнче упранаҫҫӗ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче унӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Уяв 18 сехет те 30 минутра пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ пурне те юмах уявне йыхравлать. Юратнӑ юмахсене пӗр ҫӗрте курма май пур-и? Паллах! Эппин, Ҫамрӑксен театрне ҫул тытмалла. Мымренок ашшӗ-амӑшне тата ачасене асамлӑ юмах тӗнчине, юратнӑ сӑнарсемпе курнӑҫма чӗнет. Горбунок, Малыш, Карлосон, чее тилӗ, хӑравҫӑ Мулкач, Принцесса тата Ҫынҫиен пулӗҫ унта. Уявра ача-пӑча спектаклӗсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ: «Кот в сапогах», «Ключи по закоулочкам», «Мымренок», «Когда поют светофоры», «По зеленым холмам океана», «Один дома» тата ытти те. Юмах каҫӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Йыхрав хучӗн хуплашкки Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи, «Нарспи» поэмӑн пӗрремӗш куҫаруҫи Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ӑса хывни» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртмелле. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Чи малтанах, 13 сехетре, поэт ҫуралнӑ ялӗнче — Ахманере — Андрей Петтоки палӑкӗ патне чечек хурӗҫ. Ун хыҫҫӑн юнашар ялта конференци пуҫланӗ. Андрей Петтоки (Петухов Андрей Трофимович) 1905 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Ахманере ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Куйбышеври педагогика институтне вӗренсе тухнӑ. 1935 ҫултан пуҫласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурӑннӑ, кинематографи тата педагогика институчӗсенче вӗреннӗ, чӑваш литературине вырӑсла куҫарас тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ. 1942 ҫулхи ҫулла Витебск патӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Пӗрремӗш сӑввине 1925 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Хӑйӗн «Ҫирӗм иккӗ» кӗнекине 1932 ҫулта Андрей Трофимович хӑй илемлетсе кӑларнӑ. 1935 ҫулта К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине вырӑсла куҫарнӑ, ку паллӑ поэмӑн пӗрремӗш куҫарӑвӗ пулнӑ. |
Афиша
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш поэчӗн Микулай Мӑскалӑн пултарулӑх куҫӗ иртет. Микулай Мӑскал — пултаруллӑ поэт, ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, А.Талвир, А.Канаш премийӗсен лауреачӗ. Вӑл — ветеринари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Микулай Мӑскал пӗрремӗш сӑввисене район хаҫатӗнче пичетленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Вӑрнар район хаҫатӗнче, Шупашкарти хуҫатсемпе журналсенче кун ҫути курнӑ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ: «Ӑнсӑртран вӑраннӑ туйӑм», «Халал сӑввисем», «Кӗрхи парнесем» тата ыттисем. Хӑш-пӗр сӑввисене юрра хывнӑ. Пултарулӑх каҫӗнче Микулай Мӑскал «Мелодии Прицивилья» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтлӗ. Вӑл хӑйсен тӑрӑхӗнчи поэзие пӗр кӗнекене пухма тӗллев лартнӑ. Кӗнекере 51 авторӑн биографийӗпе пултарулӑхӗ кӗнӗ. Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Микулай Мӑскалӑн вуннӑмӗш кӗнеки, «Кирушкапа Хураҫка» ятли, кун ҫути курнӑ. Пултарулӑх каҫӗ 2-мӗш хутра 15 сехетре иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Лидия Филиппова сӑвӑҫ, журналист, публицист, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавне ирттерет. Лидия Ивановнӑн ӗҫ вырӑнне юриех кайран асӑнтӑм. Ытти ҫӗрте еплине пӗлместӗп те, анчах ӗҫтешӗсем умӗнче хӑй пуҫлӑх иккенне палӑртас йӑла ҫук унӑн. Лидия Филиппова, ман шутпа, чи малтанах, — сӑвӑҫ. Чунӗ ҫемҫе пулин те ҫирӗп вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлсан та шӑмарса ҫӳремест, кӳрентерсен те ҫилле вӑрах тытмасть, такӑнмалли пулсан та пуҫне усмасть. Мана вӑл хӑш чухне мифологинчи Феникс кайӑкӑнах туйӑнать: хӑйне хӑй ҫунтарать те кайран кӑмрӑкран чӗрӗлсе тӑрать. «Чун таппи» кӗнекене алла илсен ҫакӑнта эп калани чӑн пулнине вулакан хӑех ӑнланса илӗ. Унта — чун хӳхлевӗ. Унта — чун ыратӑвӗ. Унта — чун кӗрешӗвӗ. Унта — чун талпӑнӑвӗ. Унта — чун хӑвачӗ. Унта — чун таппи. Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Хӑтлава Лидия Филиппова пултарулӑх анинчи чӗрӗк ӗмӗре халалласшӑн. Поэзи уявне ирттерме хастар хутшӑнакана автор «Чун таппине» парнелеме шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Иоаким Максимов-Кошкинский Чӑваш театрӗпе киностудине йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫал, ҫурлан 30-мӗшӗнче, 40 ҫул ҫитет. Ҫав кун ЧР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем унӑн вилтӑпри ҫине кайӗҫ. Пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене тата ыттисене пӗрле пыма йыхравлаҫҫӗ. Иоаким Максимов-Кошкинский Тутарстанри Теччӗ районӗнче 1893 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти ӳнер училищинче вӗреннӗ вӑл. 1918 ҫулта Хусанта Островский пьесипе пӗрремӗш чӑваш спектаклӗ лартнӑ. 1920 ҫултанпа Шупашкарта чӑваш спектаклӗсем лартма пуҫланӑ. 1925 ҫулта вӑл кинопа кӑсӑкланма тытӑннӑ, тулли метражлӑ чӑвашла илемлӗ фильм ӳкерме пуҫланӑ. «Аслӑ пӑлхарсем», прокатра «Атӑлҫи пӑлхавҫисем», пӗрремӗш фильм премьери 1926 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ. Рольсене чӑваш тата вырӑс актерӗсем калӑпланӑ. Иоаким Максимов-Кошкинский репрессие лекнӗ. Ҫавна пулах вӑл ӳкернӗ чӑвашла илемлӗ фильмсенчен чылайӑшӗ упранса юлман. Вӑл 1975 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Ӑна Шупашкарти Б.Хмельницкий урамӗнчи масарта пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Дмитрий Барышов тунӑ сӑн Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне палла тӑвиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Ун чухне тӗрлӗ мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кашни ҫулах шупашкарсене уявпа саламлама эстрада ҫӑлтӑрӗсем килеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар сцени ҫинче кам юрлӗ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ уява кам килесси паллӑ пулнине пӗлтерет. Хальхинче шупашкарсене «Звери» ушкӑн юрӑсемпе савӑнтарӗ. Ҫӑлтӑрсем Хӗрлӗ лапамри сцена ҫинче юрлӗҫ. Концерт ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |