Чӑвашлӑх
Музей эскизн Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине тума 52 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Аукционра малтанхи хака палӑртнӑ: 51 миллион та 934,9 пин тенкӗ. Саккас параканни - Чӑваш наци музейӗ. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн музея чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Унӑн лаптӑкӗ 250 тӑваткал метр пулӗ. Сӑмах май, чӳкӗн 26-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш тӗррин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Дмитрий Мадуров сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи икӗ ялта ял паллисем вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Дмитрий Мадуров скульптор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ял паллисене авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ-мӗн. Вӗсем 1917 ҫулта пуҫланса кайнӑ Ҫӗньялта тата 1780 ҫулта пуҫарса янӑ Токанашра сумлӑ вырӑн йышӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра тӑрӑшнисене сума суса та астӑвӑм палли вырнаҫтарнӑ. Ҫав ӗҫсен авторӗ — Дмитрий Мадуров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чебоксары, Эльтеберу (Главе) Чувашской Республики О.А. Николаеву
Хытӑ шанса тӑракан, пирӗн чи аслӑ ҫыннӑмӑр, Эльтеперӗмӗр Олег Алексеевич! Сире чӑрмантарма (вӑхӑтӑр темле ҫук пулсан та!) икӗ пӗчӗк ыйтӑва тишкерттерессе хускатма хӑюлӑх ҫитеретӗп. Сирӗн шанчӑклӑ канашҫӑсем камне пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳрех хӑвӑра кӑна шанатӑп.
1. Марина Карягина тележурналистка, ҫыравҫӑ кандидатурине «Халӑх писателӗ» ятне илме тӑратнӑ чухне тӗкӗ пама темиҫе вулакан тата ҫыравҫӑ мана тахҫантанпах ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна студент чухнеренпех лайӑх пӗлетӗп. Вӑл ун чухнех ӑслӑ, ҫирӗп, пултаруллӑ та ӗҫчен ҫилҫунатҫӑсем хушшинче танлаштарми таланчӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе палӑрса тӑратчӗ. Ҫак чыса хӑйӗн инҫекурӑмри ӗҫӗсемпе, илемлӗ сӑмахлӑх кӗнекисемпе ҫирӗплетсе пычӗ. Марина Карягина кандидатурине халиччен кам мӗншӗн сирсе хӑварнине пӗлместӗп. «Ҫилҫунатра» унпа пӗр вӑхӑталла ӳснӗ Раиса Сарпие, Светлана Асамата хисепленӗшӗн тав тӑватӑп. Пултарусӑр, хӑйшӗн виҫесӗр тапаҫланакан Кипеч халӑх поэчӗ пулса тӑнӑ вӑхӑтра чӑнласа пултаруллӑ, халӑх ӗҫӗнче палӑрнӑ ҫыравҫӑсене сирсе хӑварни пӗлекенсене хытах пӑшӑрхантарать. |
Чӑвашлӑх
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑхӗн керменӗ 175 пин тенкӗлӗх федераци грантне тивӗҫнӗ. Ку укҫапа «PROЧувашию» сӗтелҫи вӑййине йӗркелӗҫ. Вӑл 40-60 минута тӑсӑлать, 6 ҫын таран хутшӑнма пултарать. Кашнине наци тумӗллӗ кӳлепе парӗҫ те вӑл республика тӑрӑх ҫула тухать. Лапам ҫинче 60 тӗрлӗ тӗслӗ тӑваткал, тӗсне кура - ыйтусен тата заданисен тематики. Ку вӑйӑпа сӑнав шайӗнче Шупашкарти 10 шкул усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Ирина Диарова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Вӑт ку музей тӑк музей! Юлашки куна та усӑллӑ ирттерес терӗҫ те «Эткер» сменӑри ачасем — Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнчи ӗлӗкхи чӑваш кил-ҫyртне ҫитрӗмӗр. Тӗлӗнмелли, курмалли, мӑнаҫланмалли питӗ нумай куртӑмӑр, илтрӗмӗр», — хыпарланӑ Ирина Диарова чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Ачасене тырӑ авӑртмалли ал арманӗ, шут шӑрҫи, тури чӑвашсен тумӗ килӗшнӗ иккен. Вӗсем Аркадий Айдак пуканӗ ҫине ларса пӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Марина Тумаланова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашарта литература картлашки пур. Вӑл — хулари юханшыв портӗнче. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни 35 картлашкана кӗнекен ятне тата авторне кӑтартакан енӗ евӗрлӗ ӳкерсе илемлетнӗ. Пусмапа утнӑ чухне Ухсай Яккӑвӗ, Геннадий Айхи, Юхма Мишши, Константин Иванов, Леонид Агаков тата ытти ҫыравҫӑн ятне курма пулать. Проекта пурнӑҫа кӗртекенӗ – Сергей Петров ӳнерҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла эрешлӗ татуировкӑсем тутарма юратаҫҫӗ. Кун пирки Телеграмри «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) каналта пӗлтернӗ. Ӳт ҫине (ал-ура, мӑй тата ытти те) ҫине илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерсе хураҫҫӗ: эрешсем, элемсем, орнаментсем, рунӑсем... Пӗр-пӗр сӑмаха чӑвашла та ҫырса хураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Ирина Диарова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш ачисен «Эткер» сменинче канакан ачасем «Чӑваш керем» этнокомплексра экскурсире пулнӑ. Ирина Диарова чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Сорокин ачасене музейри кашни япала ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ. Ачасене почта историйӗ ҫинчен каласа пани уйрӑмах килӗшнӗ-мӗн. «Чи кӑмӑлли вара парне пулчӗ. Сергей Лазаревич кашнинех кӗнеке парнелерӗ. Сӑн ýкерӗнни те, А.С. Пушкин сӑввисене чӑвашла вулани те ачасен асӗнче нумайлӑха асра юлӗ», — пӗтӗмлетнӗ Ирина Диарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Телеграмри «Чувашский край» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнчи пӗрремӗш хутра арт-объект вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ку вӑл — Мускаври ВДНХри «Раҫҫей» куравра Чӑваш Ен элемӗ пулнӑ тухья. Хӗрӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр евӗр арт-объекта республикӑри чи маттур ӑстасем хатӗрленӗ. Суту-илӳ центрӗнчи тухья 6 метр тӑршшӗ пулӗ, 217 ҫутӑ элементӗнчен тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗсем Чӑваш Енри фермерсем чӑваш рунисемлӗ пылак апат-ҫимӗҫ туа кӑларма тытӑннӑ. Ҫак енӗпе вӗсем Шупашкарӑмӑр 555 ҫул тултарнӑ тӗле тимлеме тытӑннӑ. Чӑваш Енри кондитер компанийӗ хӑйӗн продукцине рунӑсемпе, хамӑр тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе, хӗвел тӗсӗпе капӑрлатма тытӑннӑ. Вӑл пастилапа снексене Чӑваш Ен элемӗпе хитрелетет. Тепӗр производитель вара Нарспипе Сетнерлӗ темиҫе тӗрлӗ чӑваш пылӗ тата хӗрлӗхен чейӗ хатӗрлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |