Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Аксакалсем пухӑнма чӗнеҫҫӗ

Виталий Станьял24.02.2025 11:22151 хут пӑхнӑ

Чӑваш ваттисен тӗп канашӗ черетлӗ суйлавпа шайлав ларӑвӗ ирттерме йышӑнчӗ. Хамӑр йышра тӑракансене (вӑл шутра - вырӑнти пӗрлӗхсен ертӳҫисене те) ятран чӗнессе кӗтмесӗрех ларӑва хутшӑнма, хӑйсен шухӑшӗсене калама ыйтатпӑр.

Килессе-килмессе пӗлтерсе, хӑвӑрӑн шухӑшсене маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче каласан тата вырӑнлӑрах пулать тесе шутлатпӑр.

Йыхрав

2025 ҫулхи мартӑн 6-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗенче Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн (ЧВТК) отчетпа суйлав ларӑвӗ уҫӑлать.

Кун йӗркинче:

  1. Ваттисен канашӗн юлашки ҫулсенчи ӗҫӗ-хӗлӗ тата чӑваш чӗлхипе малашлӑх ыйтӑвӗ - ЧВТК Председателӗ Н.М.Адерӑн шайлав сӑмахӗ. (Калаҫӑва хутшӑнма сӗннисем - О. М. Цыпленков, А.О. Бойков, П. С. Пупин, Н. Г. Иванова, С.А.Карягин, А.И. Мефодьев, Н.Г.Кондрашкин, К.А.Малышев, Р.Н.Чентаева тата ыттисем).
  2. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне хатӗрленесси тата СВО лару-тӑрӑвӗ (калакансем Н, Н.Максимов, В. В. Мартынов, В. Д. Эльмен, А.А.Тарасов, Х.М. Макаров т. ыт.)
  3. Канаша ҫӗнӗ ҫынсене кӗртесси тата тата Кӗреке йышне ҫӗнӗрен суйлани (умсӑмах калаканӗ В.П.Станьял).

 

ЧВТК Кӗреки,

ҫыруҫи Тимӗр Акташ

24.02.2025.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем