Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӑн положенийӗ

1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен инҫет конкурсне ачасемпе ҫамрӑксене тата аслӑ ӑрусене чӑваш чӗлхипе тата литературипе кӑсӑклантарас, вулав пултарулӑхне аталантарас, мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ, Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.

2§. Видеосӑвӑсен инҫет конкурсне йӗркелекенсем

А). «Чӑваш халӑх сайчӗ» ( http://chuvash.org/ )

Ӑ). Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ( http://inset.chv.su/)

Б). «Сӑвар ТВ» тетелти телеканал ( http://www.youtube.com/user/suvartv )

В) «Шкул ТВ» тетелти телеканал ( http://www.youtube.com/user/civmih2 )

3§. Видеосӑвӑсен инҫет конкурс материалӗсен тытӑмӗ

А. Жанр: сӑвӑ.

Ӑ. Тема: чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑвӑсем. Уйрӑм автор ҫырни пулма те пултарать.

Б. Тӗс: видео.

В. Чӗлхе: чӑвашла.

Г. Ӑшлӑхӗ: видеокамера умӗнче вулаканӑн сӑвӑ авторне, ятне, ҫавӑн пекх хӑйӗн ҫинчен каласа памалла. Кӑна вӑл е саспа пӗлтерме пултарать, е видеора титрсемпе усӑ курса.

Д. Программӑсем: видеона профессиле шайра илемлетме юрать. Ку ӗҫе хуть те мӗнле программӑпа усӑ курса пурнӑҫлама юрать.

4§. Видеосӑвӑсен инҫет конкурсне хутшӑнакансем

Конкурса ачасем те, ҫамрӑксем те, ҫитӗннисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ушкӑнсене каярах, конкурс вӗҫленнӗ тӗле, хутшӑнакансен йышне кура пайлаҫҫӗ.

Малтанлӑха палартса хунӑ ушкӑнсем:

А. 10 ҫултан кӗҫӗнрех ачасем

Ӑ. 10–17 ҫулхи ачасем

Б. Ҫамрӑксем (18–30 ҫулхисем)

В. Ыттисем (30 ҫултан аслисем)

Ҫавӑн пекех уйрӑм номинацире куракансен кӑмӑлне кайнӑ ӗҫе палӑртатпӑр.

5§. Видеосӑвӑсен инҫет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Видеосӑвӑсен инҫет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ: вулав ӑсталӑхӗ (интонаци), видео пахалӑхӗ, фон пахалӑхӗ. Пахаланӑ чухне хаклавҫӑсем 1-10 баллсен шайӗпе усӑ кураҫҫӗ.

Кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне палӑртаҫҫӗ. Кашни ушкӑнри малти вырӑна тухнисене хисеп хучӗсемпе чыслаҫҫӗ. Малти вырӑна йышӑнайманнисене конкурса хутшӑннине ӗнентерекен хутпа тивӗҫтереҫҫӗ.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Хутшӑнаканӑн ӗҫе пӗр-пӗр видео-хостингра хӑйӗн вырнаҫтармалла. Конкурса йӗркелекенсем ҫак вырӑнсене сӗнеҫҫӗ: http://www.youtube.com/ , http://video.yandex.ru , http://vk.com , http://odnoklassniki.ru/ , http://rutube.ru/ . Видео вырнаҫтарнӑ вырӑнта куракансен шутне шутласа пырсан аван — ку «Куракансен кӑмалне кайнӑ видеосӑвӑ» номинацине хутшӑнма май парӗ. Конкурс йӗркелӳҫисене видео вырнаҫтарнӑ старницӑн каҫине ярса памалла.

Енчен те ку ӗҫ сирӗншӗн кӑткӑс пулсан «Шкул ТВ» редакцине ( civhim2@narod.ru ) ярса пама пултаратӑр, сирӗн ӗҫе унта вырнаҫтарӗҫ.

Пӗр хутшӑнакан темиҫе ӗҫ ярса пама пултарать. Инҫет конкурса 2014 ҫулта хатӗрленӗ ӗҫсем кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ӗҫсене 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ (ӗҫсене йышӑнассине акан 14-мӗшӗнче вӗҫлетпӗр). Ӗҫсене videosava@chuvash.org электронлӑ адреспа ярса памалла. Каҫӑпа пӗрлех хутшӑнакан пирки (ячӗ, хушамачӗ, ашшӗ ячӗ, район; ӗҫлекеннисем ӗҫ вырӑнӗ пирки, шкулта вӗренекенсем хӑш шкула ҫӳренине, ертӳҫӗ пирки) тата сӑвӑ ҫинчен информаципе тивӗҫтермелле. Шаблонне 1-мӗш хушӑмра тупма пултаратӑр.

Ӗҫсене сахал ярса парсан конкурс йӗркелӳҫисем йышӑну тапхӑрне ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсма пултараҫҫӗ. Ун пирки уйрӑммӑн йӗркелӳҫӗсен сайчӗсенче пӗлтерӗҫ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-03-12 13:48:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4340 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем