Ҫӗрпӳ — Ҫӗрпӳ районӗн тӗпӗ, Чӑваш Ен хули. Мӑн Ҫавалпа Кӗҫӗн Ҫавал пӗрлешнӗ вырӑнта, Шупашкартан 37 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
1589 ҫулта чӑваш ялӗ вырӑнӗнче Мускав Патшалӑхӗн ҫар-пуҫ вырӑнне туса хунӑ. 1781 ҫулта Ҫӗрпӳне уес хули шайне хӑпартнӑ.
Ҫӗр ҫул каялла кунта вырӑссем кӑна пурӑннӑ, халӗ вара чӑвашсем ытларах. Кунта автобус маршучӗсем иртеҫҫӗ, Шупашкар хулипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Хулара пурӑнакансем нумайӑшӗ Шупашкара ӗҫе ҫӳреҫҫӗ.
Ҫӗрпӳрен 8 ҫухрӑмра Шупашкар-Канаш чукун ҫул иртет.