Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Андрей Петтоки

Андрей ПеттокиПеттоки Андрей Трофимович, — сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ. 1905 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Козьмодемьянск уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Ахмане ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ҫулла Витебск патӗнчи ҫапӑҫӑвра вилнӗ. Смоленск облаҫӗнчи Селище ялӗнче пытарнӑ. 1934 ҫултанпа СССРӑн ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗнче тӑнӑ.

Чӑн хушамачӗ Петухов.

Кун-ҫулӗ

1940 ҫулта Куйбышеври педагогика институтне вӗренсе тухнӑ.

Таса чун-чӗреллӗ сӑвӑҫӑ "халӑх тӑшманӗсемпе" кӗрешес юхӑма хутшӑнасшӑн пулман. Ҫавӑнпа ӑна хӑйне "тӑшман" тума хӑтланнӑ, тӗрлӗ "айӑп" шыраса тупнӑ, тӑван чӗлхепе ҫырса пичетлеме чӑрмантарнӑ.

1935 ҫултан пуҫласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурӑннӑ, кинематографи тата падагогика институчӗсенче вӗреннӗ, чӑваш литературине вырӑсла куҫарас тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ.

Петтоки ӑста ҫыравҫӑ тата ӳнерҫӗ ҫеҫ мар, пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ те пулнӑ — тӗрлӗ вӑхӑтра комсомол ячейкине, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха, сӗт-ҫу фермине, «Сунтал» («Ялав») журнала, Писательсен союзне ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех Куйбышев облаҫӗнчи тӑван тавралӑх музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Пӗрремӗш сӑввине 1925 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине — «Ҫирӗм иккӗ» поэмӑна (1932) — Андрей Трофимович хӑй илемлетсе кӑларнӑ.

1935 ҫулта вырӑс чӗлхи ҫине К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине куҫарнӑ. Андрей Петтоки ку поэмӑна вырӑс чӗлхи ҫине пӗрремӗш куҫарнӑ.

Кӗнекисем

  • «Ҫирӗм иккӗ» поэма (1932);
  • «Сӑвӑсемпе поэмӑсем» (1964);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

  • Агаков, Л. Асран кайми тусӑм / Л. Агаков // Ялав. – 1975. – № 10. – С. 26–27.
  • Алексеев, О. Ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ шайра уявласчӗ / О.Алексеев // Хыпар. – 1995. – 20 утӑ.
  • Дегтеров, Г. «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫи / Г. Дегтеров // Коммунизм ялавӗ. – 1990. – 11 дек.
  • Павлов, Н. Поэт кун–ҫулӗ / Н. Павлов // Петтоки, Ф. Сӑвӑсемпе поэмӑсем. – Шупашкар, 1964. – С. 3–5.
  • Питернова, В. А. Т. Петтоки / В. Питернова // Ялав. – 1995. – № 10. – С. 101–102.
  • Прокопьев, В. Ҫапӑҫӑва ҫӗнтерессе шанса кӗретпӗр / В. Прокопьев // Тӑван Атӑл. – 1990. – № 11. – С. 70–72.
  • Станьял, В. [Андрей Петтоки ҫинчен] / В. Станьял // Ялав. – 1999. – № 2. – С. 37.
  • Шадриков, А. Халӑх асӗнче / А. Шадриков // Коммунизм ялавӗ. – 1990. – 8 авг.
  • Ялкир, П. Юлашки юн тумламӗччен сыхланӑ ҫӗршыва / П. Ялкир // Тантӑш.– 1995.– 10 чӳк (№ 46).– С. 3.

* * *
  • Питернова, В. Первый переводчик “Нарспи” / В. Питернова // Республика. – 2000. – 24 нояб. (№ 49). – С. 5.
  • Прокопьев, В. “Мы пройдем вселенской новью...” / В. Прокопьев // Чӑваш ен. – 1993. – 12 –19 июня (№ 24 ). – С. 12.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-11-18 17:12:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14029 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем