Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аттай Марк Сергеевич

Аттай Марк Сергеевич (чӑн хушамачӗ Терентьев) — сӑвӑҫ. 1905 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски районӗ) Олӑхри Упи (халӗ Ҫӗньял Упи) ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта фронтра вилнӗ.

1934 ҫултанпа СССРӑн ҪП членӗ шутланать.

Кун-ҫулӗ

Янкасри пуҫламӑш шкулта, Шупашкарти ӗҫченсен факультечӗнче вӗреннӗ. «Канаш» хаҫат редакциӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗпӗрте тата Канаш районӗнче ачасене шкулта вӗрентнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, унта хӑйӗн пуҫне хунӑ.

Ӗҫӗсем

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Хӗрлӗ сӑнӑ» (1927);
  • «Ҫамрӑк хунав» (1932).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-07 20:11:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6616 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем