Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Вутпа ан выля (И. Абанникова)

ВЫЛЯКАНСЕМ:

  • Асламӑшӗ
  • Женя, 10 ҫулти хӗрача
  • Таня, 14 ҫулта
  • Марье кинемей
  • Ваня, 5 ҫулта
  • Ачасем.

Ял урамӗ. Пӳрт умӗнче чечексем. Сак ҫинче асламӑшӗ, Женя, Таня лараҫҫӗ. Ачасем пытанмалла выляҫҫӗ.
Женя: Асанне, хаҫатра "01" викторина-конкурс тухнӑ. Эпӗ сочинени ҫырса ярасшӑн, юмах та ҫырма юрать. Эсӗ юмах пӗлетӗн пуль, каласа кӑтарт-ха.
Таня: Эпӗ те пӗлтерӗве вуларӑм-ха, хутшӑнас кӑмӑл пур, репортаж ҫырас тетӗп.
Женя: Мӗн вӑл репортаж?
Таня: Репортаж вӑл — хаҫатра е радиопа журналист хӑй мӗн курнине ҫырса е каласа кӑтартни.
Асламӑшӗ: Пушар — чи хӑрушӑ инкек. Ун пеккинчен Тур сыхлатӑрах.
Таня: Асанне, чӑнах та, юмах ярса кӑтарт-ха, пирӗн итлес килет.
Асламӑшӗ: Юрать, каласа парам эппин, мана кукамай каласа панӑччӗ.
Женя: Ачасем, килӗр, асанне юмах каласа парать. /Ачасем пуҫтарӑнса лараҫҫӗ./
Асламӑшӗ: Пурӑннӑ тет ӗлӗк-авал пӑр ӗҫчен халӑх. Вӗсем тыр-пул акнӑ, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, кӗмӗл тумлӑ халӑх тенӗ вӗсене, кӗнеки те пулнӑ вӗсен, ылтӑн сас паллисемпе ҫырнӑскер. Пӗррехинче вӗсем ҫине аҫтахан тапӑнать, килӗ-ҫуртне ҫунтарать. Кӗнеки те ҫавӑн чухне ҫунса каять. Ҫынсен пурнӑҫӗ йывӑрлансах ҫитет. Чылай ҫул иртсен ҫак сӗршывра Улӑп ача ҫуралать, сехетсерен, минутсерен ӳссе пырать. Ҫынсене аҫтахан хирӗҫ кӗрешме вӗрентет. Вӑл пулӑшнипе ҫынсем Сар кун ҫӗршывне ҫитеҫҫӗ, аван пурӑнма пуҫлаҫҫӗ.
Женя: Мана асатте те вӑрҫӑ вучӗ ҫинчен каласа панӑччӗ. Ҫӗр ҫунатчӗ, ҫӗрле кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ, кӑнтӑрла ҫӗрлехи пек тӗттӗмччӗ тет.
Таня: Ман асанне Ленинград блокадинче пулнӑ. "Вӑрҫӑ вутӗнчен хӑрушӑ вут ҫук", — тет вӑл.
Марье кинемей /хуллен кӗрет/: Ачасем, пулӑшӑр-ха, ман мӑнук Ваня таҫта ҫухалнӑ. Ҫав шӑпӑрлана шыраса ывӑнсах ҫитрӗм, урасем ыратакан пулчӗҫ. Хам та аран ҫӳретӗп те. Сирӗн шӑм-шак ҫӑмӑл.
Женя: Эпир часах тупса килетпӗр, ларса кан. /Ачасем тухса каяҫҫӗ./
Марье кинемей: Ларам-ха эппин, эх, шел ачана, ҫамрӑклах тӑлӑха юлчӗ. Ашшӗпе амӑшӗ, килӗ-ҫурчӗ... Йӑлт кӗл пулчӗ вӗт-ха.
Асламӑшӗ: Эрех, ҫавах пӗтерчӗ вӗсене. Пӗр вӗҫӗмех ӗҫетчӗҫ вӗт. Эрех ӗҫсен Атӑл та чӗркуҫҫи таран ҫав. Кӑмакине те юсавлӑ тытаймарӗҫ пулас. Пӳрт маччи ҫине уттине мӗншӗн хӑпартса хунӑ-ши? Хӑвӑрт тивсе каякан япалана мачча ҫине хума юрамасть вӗт-ха.
Марье кинемей: Ачи шӑрпӑкпа вылямарӗ-ши тетӗп. Тен, чӗртнӗ те хӑй хӑраса тарнӑ? Ача-пӑча айӑпӗпе те инкек нумай пулать вӗт-ха.
Асламӑшӗ: Инкекӗ, асӑрханмасан, пуринпе те пулать. Ӗнер Ҫатракассинче электроплита сӳнтерме манса кайнӑ пирки пӗр ҫемье кил-ҫуртсӑр, ача-пӑчасӑр тӑрса юлнӑ вӗт.
Марье кинемей: Эх, мӑнтарӑн ачисем, пурӑнма та пуҫламан вӗт. Вут-кӑвар никама та, ниме те хӗрхенмест, веҫех кӗле куҫарать.
Асламӑшӗ: "Вӑрӑран юлать, вутран юлмасть" тесе ахальтен каламан.
Марье кинемей: Ай Тур-тур, ку ача ӑҫта кайса ҫухалчӗ-ши? Темӗнле инкек туса ан хутӑр. Ача-пӑчаран темӗн те кӗтме пулать.
Асламӑшӗ: Ан кулян, йӗркеллех пуль-ха, часах ачасем шыраса тупаҫҫӗ, килни курӑнмасть-и-ха? /Ачасем кайнӑ еннелле пӑхать/ Авӑ, килеҫҫӗ.
Ачасем /шавласа кӗреҫсӗ/ Марье аппа, тупрӑмӑр.
Таня /Ваньӑна ҫавӑтнӑ/: Марье аппа, пит маттур ача вара пирӗн Ваня, паллах, каламасӑр кайнӑшӑн, кинемее кулянтарнӑшӑн ятламалла-ха ӑна, анчах та вӑл ырӑ ӗҫ тунӑ.
Марье кинемей: Мӗнле ырӑ ӗҫ-ши?
Женя: Тахӑш тӑрпалтайӗ ял ҫумӗнчи вӑрманта кӑвайт хунӑ, сӳнтермесӗрех хӑварнӑ.
Ваня: Эп урамра вылянӑ чухне пысӑк ачасем пычӗҫ те мана хӑйсемле вӑрмана пыма чӗнчӗҫ, эп кайрӑм.
Асламӑшӗ: Унта мӗн турӑр вара?
Ваня: Пулӑ тытрӑмӑр, кайран пулӑ шӳрпи пӗҫертӗмӗр, эпӗ те хӑрӑк-турат пуҫтартӑм. Пысӑк ачасем кӗленчерен шыв ӗҫрӗҫ, кайран шавлама пуҫларӗҫ.
Марье кинемей: Сана та ӗҫтерчӗҫ-и?
Ваня: Эсӗ пӗчӗк-ха терӗҫ. Пулӑ шӳрпи кӑна ҫирӗм.
Асламӑшӗ: Малалла мӗн пулчӗ вара?
Ваня: Кайран пурте таҫта кайса пӗтрӗҫ, пӗчченех тӑрса юлтӑм. Вутти ҫунать, ҫӑл куҫӗнчен консерва банкипе шыв йӑтса сунтертӗм.
Таня: Эпир вара кӑвайт вырӑнне ҫӗрпе хупларӑмӑр. Сӳнмен вут пуҫҫисене шыва чикрӗмӗр. Пурте йӗркеллӗ.
Женя: Кӗлӗнче ванчӑкӗсене пуҫтарса шӑтӑка чавса хутӑмӑр.
Асламӑшӗ: Тӗрӗс тунӑ, ачасем, вӑрман — халӑх пуянлӑхӗ, ӑна упрамалла. Ҫӑмӑлттайлӑх питӗ пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать.
Таня: Женя, акӑ сана конкурса тӑратмалли материал. Тӳрех пӗрремӗш вырӑн йышӑнатӑн.
Жена: Чи кирли — конкурсра мала тухасси мар, ҫут ҫанталӑк пурлӑхне вут-кӑвартан сыхласси.
Марье кинемей: Вут-кӑвартан хӑрушши ҫук, асӑрханнине ним! те ҫитмест. Вутла ан выльӑр, ачамсем.

Чаршав.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-11 19:02:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5856 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем