Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Дегтярёв Геннадий Анатольевич

Дегтярёв Геннадий АнатольевичДегтярёв Геннадий Анатольевич — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1960 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ахманере ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

1977 ҫулта Калайкассин вӑтам шкулне пӗтернӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Ленинград (хальхи Санкт-Петербург) университечӗн хӗвелтухӑҫ факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ (1982).

1982—1986 ҫулсенче Ленинград университечӗн тӗрӗк чӗлхисен кафедринче стажер-тӗпчевҫӗ пулса ӗҫленӗ, аспирантурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ. 1987 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ.

1988 ҫулта Мускавра СССР Ӑслӑлӑх академин Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче «Чӑваш чӗлхинчи ҫӗр ӗҫ лексики» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.

1995 ҫултанпа гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче терминологипе пуплев культурин лабораторине ертсе пырать, чӑвашла терминсен пӗрлӗхӗсене йӗркелес тӗлӗшпе тӑрӑшать, ку чухнехи чӗлхере пулса иртекен пулӑмсене тишкерет, чӑваш чӗлхеҫисен пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпчет.

Ӗҫӗсем

Кӗнекесем:

«Изучаем чувашский язык» кӗнеке хуплашки Авторӗ:

  • Начальные сведения по чувашскому языку: Учебное пособие. Ч.: Чувашский госпединститут, 1990;
  • Чувашский язык для начинаюших. Ч.: НИИ ЯЛИЭ, 1991;
  • Изучаем чувашский язык. Ч.: Чув. кн. изд-во, (1995, 2010);
  • Чувашско-турецко-русский разговорник. Ч.: Чув. кн. изд-во, 1996;
  • Чувашская народная агроботаническая терминология. Ч.: ЧГИГН, 2002.
  • Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ. Ш.ЧПГӐИ, 2003.

Пухса хатӗрлекенӗ тата тӳрлетекенӗ:
  • Чӑваш терминологи аталанӑвӗн хальхи ыйтӑвӗсем. Шупашкар: ЧПГӐИ, 1995.
  • Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ. Шупашкар: ЧПГӐИ, 1999.
  • Андрей Петтоки. Шупашкар, 2005.
  • Чӑваш чӗлхи: аваллӑхран малашлӑха

Куҫарусем:

  • Назым Хикмет. Пӗлӗтсем, ҫынсене ан вӗлерӗр. Верӑна. Ҫӗршывӑм, ҫӗршывӑм, ҫӗршывӑм... // Ялав. 1985. /1. С. 19. (турккӑ чӗлхинчен)
  • Назым Хикмет. Керем пек. Ҫуллахи ҫумӑрсем. Юр хупларӗ ҫула. Ҫитет черетӗм т.ыт. // Тӑван Атӑл. 1988. 10/. С.16. (турккӑ чӗлхинчен)
  • Халӑх эткерӗ: упраса аталантарас ыйтусем. Шупашкар: Русика, 1996. – 158 с. (вырӑс чӗлхинчен)
  • Ӳкерме вӗренер. Ш.:ЧППУ, 1999. (вырӑс чӗлхинчен)
  • Чӑваш тумӗ: Аваллӑхран паянлӑха. Мускав-Шупашкар-Ӑремпур, 2002.

Вуламалли

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-08-07 09:56:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15464 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем