Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Елен Нарпи

Елен Нарпи (чӑн ячӗ Чекушкина Елена Петровна) — чӑваш ҫыравҫи. 1969 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗнне кӗрекен Вырӑскассинчи вӗрентекен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

КУн-ҫулӗ

Ҫуткӳлти сакӑр ҫул вӗренмелли тата Курнавӑшри шкулсенче вӗреннӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӗренсе тухсан ӑна чӑваш университетӗнчех ӗҫлеме хӑварнӑ. Вӑл студентсене чӑваш литературине вӗрентет. Малтанхи статйисемпе калавӗсене шкулта вӗреннӗ чухнех «Тантӑш» хаҫатпа «Ҫилҫунат» журналта пичетленӗ. Унӑн калавӗсемпе повеҫӗсем «Ялав», «Тӑван Атӑл» «Пике», «Ҫилҫунат» журналсенче кун ҫути курнӑ.

Ӗҫӗсем

Вӑл ҫырнӑ хайлавсем: «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки», «Чечексем ҫеҫке тӑксан» повеҫсем, «Сетреслу ӗмӗрӗ», «Ҫурҫӗр хыҫҫӑнхи ҫулҫӳрев» калавсем.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Елен Нарпи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-06-23 19:10:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8055 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем