Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Жакова Вера Николаевна

Жакова Вера Николаевна — ҫыравҫӑ. 1914 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӑрачкав районне кӗрекен Никулинӑра ҫуралнӑ. 1937 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чулхулара вилнӗ.

Кун-ҫулӗ

Пӑрачкав педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ.

Ӗҫӗсем

Вера Жакова пӑлхавҫӑсем, ӑстасем, Елена Ягунова тӗлентермӗшӗсем ҫинчен историллӗ романсем ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Бажёнов архитекторпа Кулибин ӑста ҫинчен, ӳнерҫӗсем пирки те ҫырнӑ.
Ҫамрӑк ҫыравҫӑ Макҫӑм Горькийпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, ҫыру ҫырнӑ.
Чылай ӗҫӗсем пичетленмен, Чулхулапа Мускав архивӗсенче упранаҫҫӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-03-11 15:31:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7175 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем