Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малкай Иван Григорьевич

Малкай Иван Григорьевич (чӑн хушамачӗ Григорьев) — чӑваш сӑвӑҫи. 1911 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Первомайски ялӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ.

1939 ҫултанпа СССР ҪП членӗ.

Пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ. Кайран Шупашкарти строительсен техникумӗнче, Чулхулари комвузра вӗреннӗ.

«Ҫамрӑк большевик» хаҫат редакцийӗнче, радиокомитетра, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Сӑвӑ-поэма чылай ҫырнӑ. 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ:

  • Сӑвӑсем» (1938);
  • «Сывлӑм» (1939);
  • «Сӑвӑсем» (1940);
  • «Сӑвӑсем» (1944);
  • «Ҫурхи сӑвӑсем» (1946);
  • «Пирӗн ҫуркунне» (1952);
  • «Уҫӑ кӑмӑл» (1958);
  • «Пирӗн вӑхӑт» (1959);
  • «Ҫӗнӗ сӑвӑсем» (1961);
  • «Чӗвӗл чӗкеҫӗм» (1961);
  • «Ӑшӑ салам» (1962);
  • «Костер умӗнче» (1964);
  • «Атӑл ҫилӗ» (1965);
  • «Савӑнӑҫ» (1967);
  • «Октябрь ялавӗ» (1967);
  • «Шуҫӑм ҫути» (1981);
  • тата ыттисем.

Ун сӑввисемпе юрӑсем те кӗвеленӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Иван Малкай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-12-28 16:47:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13986 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем