Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иванов Алексей Иванович

Иванов Алексей Иванович — чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист, куҫаруҫӑ. 1898 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Кун-ҫулӗ

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, Мускаври вӗренӳ институтӗнче пӗлӗвне пуянлатнӑ.

1939–1941 ҫулсенче Чӑваш ӑслӑлӑхпа чӗлхе, литература тата истори тӗпчевӗн институтӗнче ӗҫленӗ. Нумай ҫул хушши «Чӑваш коммуни» (халь «Хыпар») хаҫатӑн секретариатне (1941–1951) ертсе пынӑ. Чӑваш кенеке издательствинче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Алексей Иванович чӑваш чӗлхин кун-ҫулне, морфологине, орфографи ыйтӑвӗсене тӗпченӗ. Вӑтам шкулта вӗренмелли чӑваш чӗлхи кӗнекин (фонетикӑпа морфологи) автӑрӗсенчен пӗри вӑл.

Алексей Иванов чӑваш чӗлхин хальхи падеж системине йӗркелекенӗ.

Кӗнекисем, статьисем

  • Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ (1963).
  • К вопросу о падежах в чувашском языке в связи с изучением специфики его.// Уч. записки ЧНИИ. Вып. 8. Шупашкар, 1953, с. 167-192.
  • Несколько слов об образовании форм спряжения в чувашском языке.// Уч. записки ЧНИИ. Вып. 16. Шупашкар, 1958, с. 158-176.
  • Склонение и его роль в чувашском языке.// Уч. записки ЧНИИ. Вып. 34. Филология., Шупашкар, 1967, с. 67-69, вып. 39. Шупашкар, 1969, с.106-126.
  • Об относительной хронологии некоторых аффиксов и грамматических форм чувашского языка.// Уч. записки ЧНИИ. Вып. 49. Филология. Шупашкар, 1970, с. 61-90.
  • Чувашский язык в урало-алтайской семье языков.// Чувашский язык, литература и фольклор. Сборник статей. Вып. 1. Шупашкар, 1972, с. 3-53.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2018-09-20 12:13:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4333 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем