Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Илпек Микулайӗ

Илпек Микулайӗ (Ильбеков Николай Филлипович) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи. 1915 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1948 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ. 1970 ҫулта Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ятне тивӗҫнӗ.

Вӑрҫӑра Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 2 степеньлӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсене тата медальсене тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Патӑрьел педагогика техникумне, Чӑваш педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, дивизи хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ. Ҫартан таврӑнсан, чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн секретарӗ пулнӑ.

Пултаруллӑхӗ

Сӑвӑ-калав ҫырма Шупашкарта, педагогика институтӗнче вӗреннӗ чухне, пуҫланӑ. Ҫирӗме яхӑн кӗнеке тухнӑ. Чи сулмакли — икӗ томлӑ «Хура ҫакӑр» роман. Ӑна вырӑс, болгар тата ытти чӗлхесене те куҫарнӑ.

Илпек Микулайӗ чӑвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов ҫырнисене куҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех Петӗр Хусанкай, Ҫемен Элкер, В. Митта тата ытти ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗ ҫинчен статьясем ҫырнӑ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Куҫукпа чӗрӗп» (1948);
  • «Эпир совет салтакӗсем»;
  • «Тӑватӑ кун» (1955);
  • «Новеллӑсем» (1957);
  • «Кӑмпара» (1960);
  • «Сурпан» (1964);
  • «Тимӗр» (1971);
  • «Вӑрҫӑпа ҫӗнтерӳ» (1973);
  • «Хура ҫӑкӑр» (1-мӗш кӗнеки 1958, 2-мӗш — 1961, вырӑсла — 1961, 1982, 2004);
  • тата ыттисем.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Илпек Микулайӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-05-12 09:04:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15043 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем