Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Канаш районӗ

Канаш районӗн картти
Канаш районӗн картти

Канаш районӗЧӑваш Ен варринче вырнаҫнӑ район, 1927 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27 туса хунӑ. Ҫӳрҫӗр енче Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсемпе, хӗвелтухӑҫ енче Вӑрмар тата Тӑвай районӗсемпе, кӑнтӑр енче Комсомольски тата Йӗпреҫ районӗсемпе, хӗвеланӑҫ енче Вӑрнар районӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ. Лаптӑкӗ 981,4 км2 танлашать, ҫӳрҫӗртен кӑнтӑралла 35 ҫухрӑм, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енелле 25 ҫухрӑм сарлакӑш.

Администраци Шупашкартан 84 ҫухрӑмра ларакан Канаш хулинче вырнаҫнӑ.

Халӑх

1999 ҫул пуҫламӑшӗнче районта пӗтӗмпе 43,7 пин ҫын пурӑннӑ. 97% — чӑвашсем. Халӑх плотноҫӗ — 1 тӑваткал ҫухрӑм ҫине 47 ҫын килет. Районта пӗтӗмпе 108 ял ларать, вӗсенче вӑтамран илсен 462 ҫын пурӑнать.

Ҫул-йӗр

Канаш районӗ тӑрӑх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хӗрлӗ узел тата Канаш-Шупашкар чукун ҫулӗсем иртеҫҫӗ. Автомобиль ҫулӗсем патшалӑх тата республика пӗлтерӗшлисем: Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр-Сызрань (патшалӑх пӗлтерӗшлӗ), Вӑрнар-Канаш-Улатӑр; Шӑхасан-Ҫӗмӗрле; Канаш-Шупашкар (республика пӗлтерӗшлӗ). Ку ҫулсем тӑрӑх районӑн шалти тата айкри экономика хутшӑнӑвӗсем иртеҫҫӗ.

Паллӑ ҫыннисем

Пӗтӗмешле йышне кунта пӑхӑр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫӑсем



 
Категорисем: Канаш районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-07-15 20:03:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 36822 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем