Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николаев Василий Васильевич

Николаев Василий Васильевич — истори тӗпчевҫи, профессор, ҫыравҫӑ. 1939 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикине кӗрекен Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Техника ӑслӑхӗсен тухтӑрӗ, сӑрт-ту ӗҫӗсен академикӗ.

Пурнӑҫӗ

Николаев Василий ВасильевичӖпхӳри нефть техника универститӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1956-1976-мӗш ҫулсенче Салават хулинче ӗҫленӗ, 1976-мӗш ҫултанпа «Оренбурггазпром» ПО тӗп директорӗ вырӑнӗнче тӑрӑшнӑ. 1989—1991 ҫулсенче СССР халӑх депутачӗ пулнӑ.

2002 ҫултанпа канӑва тухнӑ, вӑхӑтне чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне тӗпчес ӗҫе уйӑрнӑ.

Ҫутҫанталӑк газне фракцилемелли меслет тата иккӗ усӑллӑ модель (ҫутҫанталӑк газне фракцилемелли тата ҫутҫанталӑк газне типӗтсе кӳкӗрт ҫыхӑнӑвӗсенчен тасатмалли) шутласа кӑларнӑ тата вӗсене Ӑренпурти ГПЗпа Ӑренпурти гели савутӗнче ӗҫе кӗртнӗ.

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацин нефтьпа газ промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1992).
  • Чӑваш Республикин Хисеп хучӗ;
  • Чӑваш Республикин ӑслӑлӑх енӗпе Патшалӑх премийӗ (2001);
  • Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе Патшалӑх премийӗ (2001);

Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем

Вӑл пурӗ 85 ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, вӗсен шутне чӑвашсен историйӗпе культури пирки ҫырнӑ 11 монографи кӗрет. Вӑл пурӗ 35 изобретени тунӑ, вӗсене 23 автов свидетельствипе тата 12 патентпа хӳтӗленӗ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • Чуваши. Этническая история и традиционная культура, Мускав, 2000.
  • История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э., Шупашкар, 2005.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-02-16 12:26:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5104 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем