Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пурнӑҫ ҫулӗпе

Пурнӑҫ ҫулӗпеЭлӗк районӗн хаҫачӗ. Тӗп редакторӗ: Корнилов Юрий Леонидович.

Чӑвашла эрнере 2 хут тухать. Тиражӗ: 3 пине яхӑн.

Редакци адресӗ: 429230, Чӑваш Ен, Элӗк сали, Совет урамӗ, 35-мӗш ҫурт.
Электронлӑ адрес: gazet@alikov.cap.ru.

Хаҫат историйӗ

1932 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра унӑн ячӗ «Колхоз хаҫачӗ» пулнӑ. 1963 ҫулта Элӗк районне пӗтернӗ пирки хупнӑ. 1965 ҫулта «Ленин ҫулӗпе» ятпа каллех тухма пуҫланӑ. 1996 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗпе хальхи вӑхӑтчен «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ятпа тухать.

Редакторӗсем

Пӗрремӗш редакторӗ Тимофей Яковлевич Золотов пулнӑ. Ун хыҫҫӑн редактор ӗҫ вырӑнӗнче Степанов А.С. (1933), Меценатова П.С. (1933-1937 ҫ.ҫ.), Куравлев В.П. (1937-1938 ҫ.ҫ), Тихонов И.Т. (1938-1940, 1947-1951 ҫ.ҫ.), Саперкин С.Ф. (1940-1944 ҫ.ҫ.), Лисин Х.И. (1944-1947 ҫ.ҫ.), Мешков А.Н. (1951-1955, 1957-1958 ҫ.ҫ.), Петров И.П. (1955-1956 ҫ.ҫ.), Чирков И.А. (1956-1957 ҫ.ҫ.), Соловьев П.Н. (1961-1962 ҫ.ҫ.), Кустиков А.Г. (1958-1961, 1965-1986 ҫ.ҫ.), Владимиров Л.М. (1986-1993 ҫ.ҫ.), Степанов В.Ф. (1994-1996 ҫ.ҫ.), Тимофеева Е.С. (1996-1998 ҫ.ҫ.) ӗҫленӗ.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Элӗк районӗ, Хаҫатсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-08-04 12:55:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10450 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем