Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Скворцов Михаил Иванович

Скворцов Михаил Иванович — чӑваш тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1992). 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамалта ҫуралнӑ. 2016 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

1997 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Хусан университечӗн филологи уйрӑмӗнче (1954), Мускаври университет ҫумӗнчи Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен институтӑн араб чӗлхисен уйрӑмӗнче (1964), аспирантурӑра (1971) пӗлӳ пухнӑ. Чӑваш Енӗн телевиденипе радиовещани комитечӗн председателӗн заместителӗ (1964—1967), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн вӗрентекенӗ, доценчӗ (1973—1976), Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ (1977—1997) пулнӑ. Чӑваш Енӗн вӗрентевҫӗсен ӑсталӑхне ӳстерекен институт (халӗ Чӑваш Рсепубликин вӗренӳ институчӗ) профессорӗ (1989 ҫултанпа) вырӑнӗнче ӗҫлет.

Михаил Скворцов — чӑваш лексикографийӗпе терминологийӗн паллӑ специалисчӗ, вӑл чӑвашла-вырӑсла словарьсене хатӗрлес, редакцилес ӗҫе хастар хутшӑнать.

Чӑваш шкулӗн пуҫламӑш тата вӑтам класӗсенче, вырӑс шкулӗсенче, техника професси училищисенче вӗренекенсене тӑван чӗлхене ӑша хывма пулӑшакан словарьсем пичетленӗ.

Скворцов студентсем валли хатӗрленӗ вӗренӳ пособийӗсенче куҫарупа унӑн теорийӗн кӗске историне, куҫарӑвӑн семантика, лексикӑпа фразеологи ыйтӑвӗсене тишкернӗ.

Ӗҫӗсем

  • Русско-чувашский обшественно-политический словарь. Ч., 1973;
  • Русско-чувашско-венгерский разговорник. Ч., 1981;
  • Чӑвашла-вырӑсла словарь. М., 1982, 1985;
  • Вырӑсла-чӑвашла куҫару теорийӗпе практики. Ш., 1984;
  • Чӑваш лексикографийӗ. Ш., 1985;
  • Чӑвашла-вырӑсла словарь. Ш., 1989;
  • Русско-чувашский словарь. Ч., 1992;
  • Русско-чувашский словарь. Ч., 2012.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-12-01 11:37:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9860 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем