Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куҫма Турхан

Турхан Кузьма Сергеевич (чӑн хушамачӗ Сергеев) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. 1915 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1952 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ.

1977 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗн лауриачӗ пулма тивӗҫнӗ. Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденпа наградӑланӑ. Чӑваш литературинче ҫитӗнӳсем тунишӗн ӑна «Хисеп палли» орденпа чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

Ача ҫуртӗнче ӳснӗ. 1934 ҫулта Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровскйи ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна тепӗр ҫулах Чӑваш АССРӗн Совнарком ҫумӗнчи Радиоинформаци комитетне ӗҫлеме куҫарнӑ.

Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗнче, Ҫыравҫӑсен Пӗрлешӗвӗн консультантӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа ҫырав ӗҫӗсемпе кӑна пурӑннӑ.

1937–1940 ҫулсенче ҫарта пулнӑ. Анӑҫ Белоруссине ирӗке кӑларакан похода, финн вӑрҫине хутшӑннӑ.

Пултарулӑхӗ

Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Атакӑра» ятли — 1941 ҫулта пичетленнӗ. Чи паллӑ кӗнеки — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман.

Пичетленнӗ кӗнекисем

  • «Атакӑра» (1941),
  • «Йӑмраллӑ ял» (1951),
  • «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» (1960, 1967, 1976, 1994), вырӑсла — «Свияга впадает в Волгу» (1985);
  • «Ҫӗпӗрти тӗлпулусем» (1981).

Ҫавӑн пекех Н. Гоголь, К. Симонов, С. Григорьев тата ыттисен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Вуламалли

Каҫӑсем


 
Категорисем: Куҫма Турхан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-13 13:40:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9682 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем