Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗрлӗ Чутай

Хӗрлӗ Чутай — Чӑваш Ен ялӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн тӗпӗ.

Республика тӗп хули таран 102 ҫх, Ҫӗмӗрле хулине ҫити — 30 ҫх, Етӗрне хуличчен — 30 ҫх. Ялпа Сӑр юханшывӗ хушшинче 10-12 ҫх.

Хӗрлӗ Чутай Чӑваш Енӗн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Кунта гимнази, пуҫламӑш шкул-сад, ача сачӗ, аптека, пульница, икӗ клуб, вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗ, сбербанк тата чиркӳ пур.

Ял кун-ҫулӗ

Яла 1582 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл мӗнле пуҫланса кайни пирки темиҫе сас-хура ҫӳрет. Пӗр халап тӑрӑх, ку тӑрӑха тахҫан Етӗрне районӗнчен хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ сухаллӑ Чутай ятлӑ ҫын куҫса килнӗ. Хӗрлӗ Чутай тени ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ та.

18-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Чутай халӑхне христиан тӗнне йышӑнтарнӑ. 1782 ҫулта прихожансен пулӑшӑвӗпе Христос Чӗрӗлнӗ ятпа Николай Чудотворец ячӗллӗ чиркӳ ҫӗкленӗ. Ҫавӑнтанпа Хӗрлӗ Чутай Воскресени сали пулса тӑрать. 1802 ҫулта Чул чиркӳ ҫӗкленӗ.

Культура

Ялта музей пур.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Хӗрлӗ Чутай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-05-08 20:44:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12616 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем