Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн элемӗЧӑваш филологийӗпе культура факультечӗЧӑваш патшалӑх университечӗн факультечӗ.

Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ: ӗнер, паян тата ыран

Чӑваш чӗлхипе литературине аслӑ шкулта чи малтан Хусанти хӗвел тухӑҫ педагогика институтӗнче вӗрентме пуҫланӑ. 1926 ҫулта ҫав вузра «Чӑваш чӗлхипе литератури» уйрӑмӗ йӗркеленет. Унта Н.И. Ашмаринпа Н.В. Никольский профессорсем, Г.И. Комиссаров доцент ӗҫленӗ.

1930 ҫулта ҫак уйрӑма тин кӑна Шупашкарта уҫӑлнӑ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне куҫараҫҫӗ. 1937 ҫулта унта чӑваш чӗлхипе литература кафедри уйрӑм пулса тӑрать.

1967 ҫулта ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ Чӑваш патшалӑх университетне пединститутри вырӑс-чӑваш уйрӑмне те куҫараҫҫӗ. 1967-1970 ҫулсенче кафедрӑна СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗн член-корресподенчӗ М.Я.Сироткин профессор ертсе пырать. 1968 ҫулта таса чӑваш уйрӑмӗ уҫӑлать. Унта студентсене С.П.Горский, М.Р.Федотов, Н.П.Петров пропрофессорсем, С.П.Юшков, А.С.Канюковӑпа В.Я.Канюков, Г.Я.Хлебников тата ыт. доцентсем те ӑс параҫҫӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшаҫҫӗ.

1973 ҫулта пединститутран куҫнӑ кафедра икке пайланать: чӑваш чӗлхи тата чӑваш литератури кафедрисем ҫуралаҫҫӗ. 1968 ҫулта чӑваш уйрӑмне вӗренме 50 студент йышӑннӑ пулсан, 1982-1988 ҫулсенче 75-шер, 1989 ҫултанпа вара 100-шер студент йышӑнма пуҫланӑ.

Историпе филологи факультетӗнче шутланнӑ чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмӗ ҫулсерен аталанса та вӑй илсе пынӑ.Ҫакӑ вара 1990 ҫулта унӑн никӗсӗ ҫинче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ уҫма майсем туса панӑ. Ҫӗнӗ факультета йӗркелесе яма тата ура ҫине тӑуниверситетӑн ҫӗнӗ ректорӗ Л.П.Кураков уйрӑмах хытӑ тӑрӑшнине палӑртмалла. 11 ҫул хушшинче культурологи, тӗрӗк ӑслайӗсен тата методика кафедрисем уҫӑлчӗҫ, филологин пӗрлӗхлӗ тӗпчевӗсен кафедри те ӗҫлеме пуҫларӗ.

Чӑваш чӗлхипе литературине Хусанти тухӑҫ халӑхӗсен институтӗнче (1925-1930) тата Шупашкарти педагогика институтӗнче (1930-1967) тӗпрен илсен шкул вӗрентекенӗсем валли вуланӑ .Университет тапхӑрӗнче (1967-2001) тӑван чӗлхемӗрпе сӑмахлӑх ӑслӑлӑх шайне ҫӗкленме пултарчӗ. Халӗ эпир чӗлхемӗрӗн тымарӗсене те тӗпчетпӗр, хурӑнташлӑ чӗлхесене тишкеретпӗр. Анӑҫӑнне кӑна мар, тухӑҫ литературине те ӑша хывма тӑрӑшатпӑр. Университетӑмӑр классикӑлла вӗрентӳ заведенийӗ пулса тӑнӑ май кунта чӑвашсен академилле филологийӗ ҫунат сарса тӗрекленчӗ (М.М.Михайлов, М.Р.Федотов шкулӗсем).

Университет тапхӑрӗнче вӑй илнӗ тепӗр курӑмлӑ туртӑм вӑл – тӗрлӗ дисциплинӑсен интеграцийӗ, хӑйне евӗрлӗ ҫывӑхланӑвӗ.Чӑваш филологийӗн никӗсӗ ҫинче кунта филологсемсӗр пуҫне журналистсене, ташӑ-юрӑ ӑстисене, театр режиссерӗсене, библиотекарьсене, музей ҫыннисене хатӗрлетпӗр. Ҫак ӗҫ малтанласа нушаран (ҫав ӑстасене хатӗрлемелли аслӑ шкулсем ҫукран) пуҫланчӗ. Халӗ республикӑмӑрта культурӑпа искусство институчӗ пур. Библиотекарьсемшӗн тата маларах Хусана ҫул уҫӑлнӑччӗ. Ҫав аслӑ шкулсем Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ паракан чи кирлӗ ене – чӑвашлӑх чунне –пама пултараймаҫҫӗ иккен. Эппин, халӑхӑмӑр культурин ӗҫченӗсене класикӑлла филологи пӗлӗвӗ пани питех те пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем профессионалсем кӑна мар, чи малтан чӑваш чӗлхипе сӑмахлӑхне юратакан, вӗсене ыттисенчен тарӑнрах пӗлекенсем пулса тӑраҫҫӗ. Ташлама-юрлама пӗлекен ҫамрӑка шкулсенче те яланах хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн йышши вӗрентекенсене шкул ачисем ытларах кӑмӑллани те паллӑ.

Чӑваш филологийӗн дисциплинисем специалист пулма майсем туса панипе пӗрлех чӑваш ҫынни пулма та пулӑшни паянхи кун кӗретӗн курӑнать.

ЧФКФ чӑваш филологийӗн тата культурин лаҫҫи кӑна мар, вӑл аслӑ пӗлӳллӗ ӑстасен пултарулӑхне аталантармалли вырӑн та. 90-мӗш ҫулсенче кунта диссертаци канашӗсем уҫӑлчӗҫ. Ҫав канашсем чӑваш филологӗсемпе пӗрлех коми тата мари филологӗсене те хатӗрлеме, кандидат ӗҫӗсене хӳтӗлеттерме пултарчӗҫ. Меслетлӗх, танлаштаруллӑ, шайлашуллӑ тата типологиллӗ чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе тӗпчев ӗҫӗсем ҫырса хӳтӗленме пулать паян кунта. Ҫак енпе те пирӗн факультет ҫывӑх вӑхӑтрах регионти чи пӗлтерӗшлӗ центрсенчен пӗри пулса тǎчӗ.

Малашлӑха илӗртсе тӑракан тепӗр ҫул хальхи техника аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Ытти чӗлхесенчен чӑвашла, чӑвашларан ытти чӗлхесене куҫарма май паракан компьютер программисем хатӗрлеме пуҫӑнтӑмӑр ӗнтӗ. Вӗрентӳ ӗҫӗнче тата филологире компьютерпа анлӑн тата тухӑҫлǎн усǎ курма кунран кун хǎнǎхса пыма пуҫларӑмӑр. Ҫак ҫула та пирӗн ҫулах темелле.

Вӗрентӳ ӗҫӗ ӑса туптассипе кӑна ҫыхӑнман. Чӑваш «ӑс пани» тесе чи малтан пурӑнма, хӑйне ҫын хушшинче тытма вӗрентнине калать. Кӑмӑллӑ, таса чунлӑ, ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫын тума тӑрӑшатпӑр эпир хамӑрӑн студентсенчен. Вӗрентекенсем вӗсемшӗн пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсен, ашшӗсемпе амӗшӗсен вырӑнӗнче пулмалла. Вӗсем преподавательсене хисеплеччӗр, вӗсенчен тӗслӗх илме пултарччӑр. Хутшӑнусене демократизацилени пирӗн факультетӑн уйрӑмлӑхӗ темелле. Пӗлӳ пӗлӳшӗн кӑна ан пултӑр, вӑл пур енчен те килӗшӳллӗн аталаннӑ ҫынна калӑплама пулӑштӑр. Ун пек ҫынна хамӑр хисепленине тата юратнине кӑтартмасӑр ҫитӗнтереймӗпӗр. Ку вӑл пирӗн ҫирӗп позици. Ку вӑл пирӗн воспитани ӗҫӗн тӗрекӗ, нуша юпийӗ. Кӑмӑл-сипет вӑрентӗвӗн тӗрлӗ мелӗсемпе туллин усӑ курма хӑнӑхасси те пирӗн ыранлӑха куҫакан тӗллев пулса юлать.

Факультетӑн паянӗ кӑна мар, унӑн ыранӗ те лайӑх курӑнать пире. Эппин, малашлӑха хӑюллӑн утма пултаратпӑр.

Вӗрентекен ӗҫӗнчи пӗрремӗш утӑмсем

АБИТУРИЕНТ - 2011

ХИСЕПЛӖ АБИТУРИЕНТСЕМ!

Чӑваш филологийӗпе культура факультетне 2011 ҫ. вӗренме кӗрекенсен виҫӗ экзамен тытмалла:

031001 «Филологи» (Чӑваш чӗлхи тата литератури) – куҫӑмлӑ (очно) тата куҫӑмсӑр (заочно) вӗренӳ:

1. Литература (ППЭ);

2. Чӑваш чӗлхипе литератури (сочинени);

3. Вырӑс чӗлхи (ППЭ).

031401 «Культурологи» – куҫӑмлӑ (очно) тата куҫӑмсӑр (заочно) вӗренӳ:

1. Обществознани (ППЭ);

2. Тӑван ҫӗр-шыв историйӗ (ППЭ);

3. Вырӑс чӗлхи (ППЭ).

Кӗскетнӗ программӑпа (3 тата 3,5 ҫ.) вӗренме кӗме кӑмӑл тунисем ҫак экзаменсемпех собеседовани урлӑ тухаҫҫӗ.

Вӗренме кӗме заявленисене ҫӗртме (июнь) уйӑхӗнчен пуҫласа йышӑнаҫҫӗ. Ҫумра паспорт, вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен аттестат (техникум е училище пӗтернисен – диплом), 6 фотокарточка (3х4), ППЭ (ЕГЭ) свидетельстви пулмалла.

Факультет тата экзаменсем пирки тӗплӗнрех интернетри ятарлӑ адрес урлӑ (http://www.chuvsu.ru/~ chfik) тата ҫак телефонпа та ыйтса пӗлме пулать: (8-8352) 45-03-37 (31-01). Пирӗн адрес: Шупашкар хули, Университет ур., 38 ҫурт, 4 хут, 409 каб.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Факультет хыпарӗсем

Каҫӑсем

Факультет сайчӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-30 20:40:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 19576 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем