Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЛаохУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑӐшӑ ҫумӑрКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...ÇăлтăрчăксемВӗре ҫӗленХум пӑшӑлтатӑвӗ

«Ма хăпмасть-ши манран нуши-терчĕ?..»


Ма хăпмасть-ши манран нуши-терчĕ?

Çакă шухăш пĕрмай çӳçентерчĕ.

Вăйлă çил ураран ӳкерсен,

Сăнпала та эп ӳкрĕм тĕсрен.

 

Эпĕ сан шур кĕпеллĕ тусуччĕ,

Туратпа шурă çĕмĕрт, ав, сулчĕ —

Сӳнчĕç, пĕтрĕç хитре самантсем,

Çухалаççĕ палланă сассем.

 

Эпĕ сан шап-шурă çĕмĕртӳччĕ,

Юратуллă кунсен çукчĕ шучĕ.

Çук, тăмастăн тек манăн çумра —

Куç хуралчĕ, тĕтре çеç умра.

«Макăрсан та пуплем кăмăлтан…»


Макăрсан та пуплем кăмăлтан,

Юратсан эс çухалмăн манран.

Тен, телейĕм пӳрмен пуль мана?

Тӳсмелле, чăтмалла яланах.

 

Çухалать-и тĕнче эп çунсан?

Хăçанччен-ши, хĕрарăм, хăçан

Куççуль витĕр кулма пăрахам?

Кам калать-ши ăшри сăмаха?

 

Калаканĕ çукрах пуль тесе,

Эп утатăп хуллен эрленсе.

Савмасан ан пытар сăмахна —

Эп ăнланăп вара сан хакна.

Ăсатсам мана хĕрес хывса


Ăсатсам мана хĕрес хывса

Инçете çула эп тухнă чух.

Ăсатсам мана телей сунса!

Упрасам чысна эп çуккă чух!

 

Ан çӳре эс укăлча умне

Кашни кун унта мана кĕтме.

Иртĕ хĕл, çитейĕ çуркунне.

Эпĕ килĕп. Эп кайман пĕтме.

 

Упрасам эс манăн сăнăма.

Вырнаçтар ăна чĕре ăшне.

Тен, каяймĕ çулăм вăрăма?

Хуса яр салхуллă шухăшне!

 

Сан яту, сăну, ачаш куллу

Кĕскетейччĕр ман инçе çула.

Пур-пĕрех вăл пулĕ — тĕлпулу!

— Ăсатсам мана паян çула!

Çăлтăрсем сӳниччен


Хĕрсемпе каччăсем

Вăйăран салансан,

Çичĕ çăлтăр тайсан алтăрне,

Улăхри чечексем

Сывлăмпа тăрансан —

Уçайсамччĕ, савни, чĕрӳне!

 

Шĕл-кăвар тутусем

Пуçăма çавăрсан,

Пилĕкӳ ытама вырнаçсан,

Савакан чĕресем

Килĕшӳллĕ тапсан

«Эпĕ санăн» тесе, тен, калан?

 

Çăлтăрсем сӳниччен,

Çутă кун киличчен,

Калайман сăмахна каласам!

Сар хĕвел тухиччен,

Ют куçсем куриччен

Чун савни, манăн çеç пулайсам!

 

Ытарми шăпчăксем

Çывăрма лариччен

Чи ачаш юрруна юрласам!

Шурăмпуç киличчен,

Пин сăмах пĕтиччен —

«Эпĕ санăн» тесе каласам!

Василий Васильевич Шихранов


Василий Васильевич Шихранов 1957 çулта Чăваш Республикин Патăрьел районне кĕрекен Çĕньял ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван ялти тата кӳршĕри Нăрваш Шăхаль ялĕнчи шкулсенче вăтам пĕлӳ илсе тухсан, 1976–1978 çулсенче, Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Çав çулсенчех çамрăк каччă сăвăсем хайлама пуçланă. Хĕрӳ чĕреллĕ салтакăн сăввисем тус-юлташĕсем, тантăшĕсем патне çырусемпе вĕçĕннĕ. Унăн малтанхи хăш-пĕр сăввисем тăван районта тата респу6ликăра тухакан хаçатсенче кун çути курнă.

Халăх хушшинче интернет вăйлă сарăлса кайсан Василий Шихранов хăйĕн сăввисене çавăнта вырнаçтарса пичетлеме пуçлать. «Стихи РУ» портал, социаллă сетьсем çинче хайĕн хайлавĕсене кăтартма тытăнать. Паянхи кун унăн вулаканĕсем хамăр çĕршывра тата унăн тулашĕнче пурăнакан чăвашсем пиншер. Юлашки çулсенче автор сăввисене юрăçсемпе композиторсем куç хыврĕç. Республикари тата ун тулашĕнчи юрă ăстисем Василий Шихранов çырнă сăвăсемпе çитмĕл ытла юрă халăх умне кăларчĕç. Çак йыш малалла та ӳссех пырать.

Кун çути куракан кĕнекере В.В. Шихранов тĕрлĕ çулсенче çырнă сăвăсем вырнаçнă. Вĕсен йышĕнче юрă пулса халăхра саланнисем те чылай. Хаклă вулакансем! Çак кĕнеке сирĕн ума çитме тикĕс çул тупасса, унта вырнаçнă сăвăсем сирĕн чун-чĕрене кĕрсе тивĕçлĕ вырăн тупасса автор тата редакци шанса тăраççĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, тăнăç самана, иксĕлми телей сунаççĕ!

«Таврăнать, сăн илет эп çухатнă хаваслăх…»


Таврăнать, сăн илет эп çухатнă хаваслăх,

Шухăша та çĕклет ĕнтĕ уйăх кимми.

Арăш-пирĕш кун-çул пурпĕрех питĕ аслă,

Ĕмĕр тинĕсĕ шавлĕ нихçан лăпланми.

 

Шурăмпуçĕ килсен, ун çути сăнăм витĕр

Сан пата çитмеллех. Тĕлĕнтермĕш тĕнче

Пулĕ маншăн ялан çакă пурнăç кĕвви те,

Çутă ĕмĕт кĕвви — ман чĕре тĕпĕнче.

 

Чĕмсĕрленнĕ каçсем тепĕр хут сасă пачĕç,

Юрă юхрĕ хуллен укăлча патĕнче.

Эсĕ пулăн ялан манăн ĕмĕт çуначĕ

Çак тӳпе айĕнче, çак хĕвел çутинче.

Партизан


I

Вăрман урлă сар хĕвелĕ

Çĕкленсе тухатчĕ,

Кӳлĕри шур акăш евĕр

Ярăнса ухатчĕ.

 

Çĕр çине вăл пит йăвашшăн

Йăлтăрса пăхатчĕ,

Ыра кăмăллăн, ачашшăн

Ăшшине тăкатчĕ.

 

Пур чĕрчун та вара уншăн

Хĕвĕшме пуçлатчĕ,

Кайăксем те çĕнĕ куншăн

Шăхăрса юрлатчĕç.

 

Сад пахчи пек ман çĕршывăм

Тулăх çитĕнетчĕ.

Савăнаттăм эпĕ уншăн —

Пурăнас килетчĕ.

 

Хĕвелпе пĕрлех пит лăпкăн

Ыйăхран тăраттăм,

Çăванаттăм та васкавлăн

Килкартне тухаттăм.

 

Хула пекчĕ ман килçуртăм,

Мĕн кирли пур пурте:

Капланса ларать ятуллăн

Хăма витнĕ пӳртĕм.

 

Уçăлса каятчĕ кăкăр,

Сывлама та çăмăл,

Çĕкленмесĕр епле тăтăр

Çакăн пек чух кăмăл!

 

Çĕн телейлĕ çĕн кун ирĕ

Пуçланать тӳлеккĕн.

Мускав радио юррийĕ

Хумханса килетчĕ.

 

Эп вара ытараймасăр

Кил тавра пăхаттăм,

Мускавпа пĕрле пĕр харăс

Малалла

Куккук


Çăкалăхра вĕçет куккук,

Хăй мăшăрне вăл йыхăрать.

Ун мăшăр пур, йăвийĕ çук,

Чĕппийĕсем, чĕппийĕсем ют йăвара.

 

Хăй сисеймест — иртет кун-çул,

Вăл авăтать сас пĕтиччен.

Куккук, тухмасть-и сан куççуль

Пепкӳсене, пепкӳсене аса илсен?

 

Халь саншăн хăв чĕппӳсенчен

Çав йăрă мăшăр пахарах.

Кампа-ши кăмăл туличчен

Йăпанăн эс, йăпанăн эсĕ ватлăхра?

 

Ăна-кăна шухăшламасть,

Пĕр вĕçĕм авăтать куккук.

Никам та хирĕç сас памасть,

Тăван та тус, тăван та, тус та унăн çук.

Кун-çул тараси


Пин-пин ăс тупсăмĕ — наука,

Мĕн ĕмĕр пухнă вăй-хăват

Пуçларĕ çĕнĕ талпăну халь —

Таçта-таçта та çул хывать

Çĕр айĕ, çийĕ, тинĕс, космос.

Пăраласа, ишсе, вĕçсе,

Пĕлӳсене ăçтан çеç ăсмĕç,

Ăсаççĕ те тĕпчевçĕсем.

Сӳтме тапратрĕç пайăн-пайăн

Курма çук вĕтĕ атома.

Шыраççĕ: пулмалла ăслайĕ

Ик атомран пĕрре тума.

Этемлĕх, савăн, атом вăйĕ

Телей кӳме çан тавăрать!..

Анчах та анăç

Сĕмсĕр вăйă

Пуçарчĕ çакă вăй тавра.

Мул хуçисем — эсрел таврашĕ —

Унран тăвасшăн чун илли,

Çĕртен масар туса хурасшăн

Цивилизацимĕр валли.

Этемлĕхĕн çук мар ăс-хакăл,

Ăнланмаллах мĕн пуласса.

Пуçтахлансассăн йăкăл-якăл,

Кайран вара каю пусать.

Никам çĕнме ан хĕрĕнтĕр —

Чĕр юлмăн атом вăрçинче,

Çунса арканнăн «Челленджер»

Çунса арканĕ çеç тĕнче.

Хăш еннелле-ха тайăлĕ

Кун-çулăн аслă тараси:

Мир майлă, вăрçă майлă-и?

Пирте вăл — тайăлтарасси.

Пĕрлешĕпĕр,

Кĕрешĕпĕр,

Мир çыннисем, çине тăрсах.

Çул памăпăр,

Астармăпăр —

Чарăпăрах эсрел-вăрçа!

Юлташ сăмахĕ


Госпитале ăна тăшман тылĕнчен самолётпа илсе килчĕç. Вырнаçтарасса манпа юнашарах вырнаçтарчĕç. Анчах, хушшăмăр çывăх пулсан та, эпир пĕр-пĕринпе часах калаçса кураймарăмăр. Вăл хăйĕн суранĕсемпе асапланатчĕ, эпĕ, тута-çăвара осколок касса кайнă пирки, пĕр сăмах та йĕркеллĕ, çын ăнланмалла калама пултараймастăм. Вăл мĕнлерех сăн-питлĕ ача иккенне те курман эпĕ: манăн икĕ куçа та çыхнăччĕ. Çапах та, хăйне курман пулин те, хамăра пăхакан сестрасем ун пирки мĕн калаçнине пĕрре кăна мар итленĕччĕ эпĕ. Пĕлетĕп ĕнтĕ, вунтăваттăра вăл, Гаврик ятлă. Унпа калаçма çукки çеç питĕ пăшăрхантарать. Анчах телей пăрахса кайман иккен мана та; тепрер уйăхран, ырă кăмăллă та ăста врачсем тăрăшнипе, эпĕ те çăвар уçса калаçакан пултăм. Хам çеç мар, вăл вăхăт тĕлнелле Гаврик те кăшт самайланнă пек пулчĕ. Эпир ĕнтĕ унпа сада та тухса çӳреме пуçларăмăр.

Вăл мана, суккăрскере, час-часах çавăтса тухатчĕ. Йывăçсен сулхăнне лараттăмăр та вара, пулас пурнăç çинчен киленсех калаçаттăмăр. Эпĕ, вăл калаçнă май, тӳпенелле пăха-пăха илеттĕм, çутă хĕвеле шыраттăм. Хĕвел маншăн ĕмĕрлĕхех сӳнсе ларнăн туйăнатчĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 51 52 53 54 55 56 57 58 59 ... 796