Хайлавсем вырнаçтармалли йĕрке


Эсир хăварăн, е пирĕн электронлă вулавăшра çук хайлавсене ярса пама пултаратăр.

1. Хайлавсене p-code@mail.ru адреспа ярса памалла.

2. Хайлавсене интернетра вуланмалли шрифтпа ярса памалла (ытти — шрифт ячĕ, виçи — пĕлтерĕшлĕ мар). Ытти шрифтпа пулсан, малтан интернетра вуланмалли шрифт çине куçармалла. Тĕслĕхрен, çакнашкал хатĕрпе.

3. Ярса памалли форматсем: txt, doc, odt, docx,rtf. Юрăхсăр формат: pdf.

4. Хайлавăн авторне палăртмалла. Май пулсан: хăш çулта çырнине.

5. Кĕнеке пулсан, кĕнекен хуплашкине пĕрле ярса памалла.

6. Ярса панă хайлавсене пушă вăхăт тупăннă чухне вырнаçтаратпăр. Вырнаçтарнă чухне калăплавне кăшт улăштарма пултаратпăр.

7. Енчен те хайлав авторĕ эсир пулсан: ятарлă килĕшӳ тусан пăсмĕ; çавăн пекех кĕске биографи + сăнӳкерчĕк ярса парсан аван.