Чĕлхесĕр Петĕр


Улăм витнĕ хурал пӳрчĕ тулчĕ халăхпа. Чĕлĕм тĕтĕмĕ явăнать пĕлĕтле. Ункăн-ункăн хитре пулса кашнин умне çывхарать. Çĕлен пекех явкаланса лăнкăрт-лăнкăрт çăттарать.

— Ан туртăр-ха вăл усал табака, тархасшăн! — ӳсĕре-ӳсĕре тархаслать Хумма.

— Э-э-эй, кум, пĕрре вĕреннĕ япалана ăçтан пăрахăн? — тĕтĕмне Хумма еннелле ярса халаплать Михала.

Пурте пуплеççĕ. Кашни харпăр хăй ĕçĕ çинчен калама тăрăшать, тепри çавăнтах суеçтерсе тыттарать.

— Нимĕнле çĕнмелле мар. Çăварне алла чиксе ярса чĕлхине тытсан тин парăнтартăм. Сылтăм алпала чĕлхине тытса тăратăп. Сулахай алпала кĕсъерен пекке туртса кăлартăм та, çурап та çурап хырăмне...

— Мĕн çинчен суйса ларать çав Петĕр? — ыйтрĕç катарарах ларакан икĕ-виçĕ çын.

— Çук, суймастăп, хам кашкăрпа вăрçни çинчен каласа паратăп-ха, — терĕ Петĕр.

— Ăçта вăрçнă вара эсĕ апла?

— Çĕпĕрте, фронтран татăлса юлсан.

— Кашкăрпа аплах вăрçсан...

Тепĕр кĕтесре тепĕр ĕç çинчен пуплеççĕ. Пĕрне пĕри хăлха тăратса итлеççĕ. Юмах пĕтнĕ çĕрелле ĕненнĕ пек пулаççĕ.

— Ма килмеççĕ? Халăх пухăннă, пуçлăх çук.

— Килтĕмĕр-çке! — пырса кĕчĕ ял Совечĕн председателĕ пĕр çамрăкрах палламан çынпала.

— Районтан килнĕ-ши ку?

— Страховой агент мар пулĕ-çке? — пăшăлтатса илчĕç палламан çын çинчен страховка тӳлеменнисем.

— Налог таттарма килнĕ пуль? — ăшри сасăна каларĕ Куштан Кавăрле çумĕнчи Лаврене.

Кам мĕнрен хăрать, çавăн çинчен сӳтсе яврĕç пĕр пĕрин хушшинче палламан çын çинчен.

— Çитĕннисене вĕрентекен килмелле терĕ, çавă мар пуль те, — терĕ Петĕр сылтăм енче ларакан Ларивана ывăç тупанĕ хӳттипе.

Чăннипех пĕлчĕ Петĕр. Вĕсем пăшăлтатса ларнă вăхăтрах ял Совечĕн председателĕ палламан çын çинчен каласа пачĕ.

— Çитĕннисене вĕрентекен учитель пулать ĕнтĕ ку пирĕн ялта. Ырантан пуçласа, хут вĕрентме тытăнас тет. Çавăнпа кĕçĕр халăхпа калаçса пăхасшăн. Ăна сăмах паратăп. Итлĕр. Хушамачĕ унăн Иванов пулать. Иванов юлташ, сире сăмах паратăп, — терĕ председатель, хăна еннелле çаврăнса.

Чылайччен калаçрĕ Иванов юлташ. Тĕнчери лару-тăру çинчен, партипе Совет влаçĕн политики пирки, налогсем çинчен, страховка пирки. Çавсемпе çыхăнтарса хутла пĕлменнисене вĕрентесси çинчен те каласа кăтартрĕ.

— Çивĕч калаçать. Маттур çын пулмалла. Çавăн пек çын кирлĕ-ха пĕрре яла, — никама илтĕнмелле мар пуплесе лараççĕ виççĕн-тăваттăн кăмака сакки çинче.

Иванов ликвидатор çынсем хăй çинчен мĕн пупленине, мĕн шухăшланине пĕлмесĕрех шăратать доклада. Вăраххăнах вĕçне çитерчĕ.

— Ыран килĕрен çӳресе хут пĕлменнисене шута илетпĕр, — тесе пĕтерчĕ докладне Иванов.

Ял Совечĕн председателĕпе Иванов ликвидатор тепĕр кунне ирех тухрĕç ял тăрăх. Хут пĕлменнисене килрен çырса çӳреççĕ.

Кăрринк турĕ Лариванăн хапха сасси. Йăпăр-япăр пăхрĕ килкарти енчи кантăкран Лариван. Ял Совечĕн председателĕпе Иванов ликвидатор çывхараççĕ пӳртум патнелле. Хыпаланса поминани кĕнеки тытрĕ Лариван.

— Пирĕн-ĕн киле-е-ес!

— Килĕрех. Тĕпелерех иртĕр. Атте вилнине çак кĕнеке çине çырман та-ха. Çырса хурас терĕм аса илнĕ чух. Ларăр, — терĕ Лариван поминани кĕнекине алăра тытса тăнипех.

— Эсĕ çырма пĕлместĕнччĕ вĕт, Лариван! — терĕ ял Совечĕн пуçлăхĕ, Лариван хут пĕлменнине астуса.

— Нуша вĕрентĕ. Салтакра вĕреннĕ эпĕ.

— Пĕркунне окладной лист илнĕ чух алă пусмарăн-çке эсĕ? «Алă пусма пĕлместĕп», — терĕн.

— Алă шыçнă вăхăтра пулнă ун чухне.

— Халь пусса кăтарт-ха эппин...

— Алă шыçнăранпа çырайми пултăм çав. Акă, çакăн пек пулса ларчĕ те, — аллине чăмăртаса кăтартрĕ Лариван.

— Поминани кĕнеки çине мĕнле çыратăн тата?

— Унта сулахай алă та пырать. Çак алли пăсăлнăранпа сулахай аллипе çырма вĕрентĕм ĕнтĕ. Нуша теме те вĕрентĕ.

— Сулахай аллипе пусса пар эппин пире те, — терĕ ликвидатор, Лариван суеçтернине сиссе.

Ял Совечĕн председателĕпе Иванов пĕр-пĕрне куçран пăхса илчĕç. Тем каларĕç пĕр-пĕрне куçпала. Лариван илеймерĕ чухласа.

— Лариван, санăн ĕлĕк хăрах пӳрни питĕ те вăрăм тетчĕç. Халь те çавах-и вăл? Тăсса кăтарт-ха аллуна, — терĕ ял Совечĕн председателĕ.

— Ĕлĕк те çакăнтан вăрăм пулман-çке, — васкаса уçса пачĕ Лариван чышкăлла чăмăртанă аллине.

— Санăн аллу пăсăлман-иç!

— Пăсăлман та... — хĕремесленчĕ Лариван.

— Ыран каçпала шкула вĕренме пыратăн!

— Пымалла пуль ĕнтĕ...

Çырса çӳрекенсем Лариван патĕнчен тухса утрĕç урампа. Хут пĕлекенсене лайăх пĕлет ял Совечĕн председателĕ. Вĕсене хăвараççĕ. Хут пĕлмен килсене кĕмесĕр хăвармаççĕ.

Чăнкăрт турĕ Кĕçтенкке калинкин шашулки.

— Арăм, укçа илсе тухса хатĕрле. Страховой агент килчĕ пуль? Çĕрккаç доклад туса пачĕ страховка çинчен, — терĕ Кĕçтенкке арăмне кантăк витĕр Иванов çине кăтартса.

— Ĕнерех кайса памаллаччĕ...

— Пирĕн киле-е-ес! — пырса кĕчĕç хăнасем.

— Килĕрех... Тахçанах хатĕрленĕччĕ. Ниепле те леçсе параймарăм ара. Арăм, тавай-ха укçа хутаççине, — вĕтеленсе ӳкрĕ Кĕçтенкке.

— Укçине те пар та. Ыран шкула вĕренме каймалла каçалапа. Миçе çултаччĕ-ха эсĕ?

— Тăхта, тăхта, тăхта. Миçереччĕ-ха эпĕ, карчăк? Э-э-э, ачам, хамах аса илтĕм. Хĕрĕх виççĕ тултарса, хĕрĕх тăватта кайрăм ĕнтĕ çак уйăхра.

— Суятăн пуль, Кĕçтенкке? Эсĕ салтака та манран кайран кайнă. Манран та кеçĕн эсĕ. Эпĕ вăтăр виççĕ çине тин кайнă халь, — терĕ ял Совечĕн председателĕ, Кĕçтенккене хирĕçлесе.

— Кам пĕлет ара. Хут пĕлместпĕр.

— Çавăнпа та сан ĕнтĕ ыран вĕренме пымалла.

— Тăхта, тăхта, тăхта! Ара эпĕ хут лайăх пĕлетĕп-çке! Салтакра вĕреннĕ. Хаçат та çырăнса илетĕп пĕрмаях. Халь... почта килеймерĕ-ха темле...

— Çак хаçата вуласа пар-ха эппин, — кăларса тыттарчĕ Иванов Кĕçтенккене пĕр хаçат.

— Ара... Куç... Паян... — нимĕн те тупса калаймарĕ Кĕçтенкке.

— Ыран каçалапа пымалла вара шкула, ан ман! — тесе хăварчĕç ял Совечĕн председателĕпе ликвидатор Кĕçтенккене.

— Пымалла пуль ĕнтĕ...

Аслă урама пĕр вĕçĕнчен пуçласа анат вĕçне çывхараççĕ ял Совечĕн председателĕпе ликвидатор. Анчах кашни хут пĕлменниех ликпункта пырасшăн мар, мĕнле те пулин пăрăнса юлма тăрăшать.

«Хам, хам, хам!» — вĕрсе ячĕ йытă, çырса çӳрекенсем Петĕрсем патне пырса кĕрсен.

— Часрах вырт! Çитрĕç! — терĕ Петĕре арамĕ сарă кĕрĕкĕпе юсаса витсе.

— Пирĕн киле-е-ес! Петĕр мĕн выртать тата? Иртнĕ каç кăна халăх çине тухнăччĕ-çке. Сывă мар-и вара? — ыйтрĕ ял Совечĕн председателĕ тĕлĕннĕ пек пулса.

— Сывă мар çав, сывă мар. Иртнĕ каç халăх пуххине кайнăччĕ те. Мĕкĕте пăяхампа Çерук ывăлсам аран çĕклесе килсе пăрахрĕç, — хыпаланса каласа хучĕ Петĕр арăмĕ.

— Хытă ĕçнĕ пуль?

— Çук, ĕçсе мар! Харăсах утса пыраттăмăрччĕ тет. «Ай-ай! Ай-ай!» — тесе иккĕ кăшкăрчĕ тет те çавăнтах ӳкрĕ тет. Хăй килеймерĕ. Йăтса килсе пăрахрĕç. Нимĕн те калаçмасть килнĕ чухнех. Чĕлхи çĕтнĕ. Пĕр сăмах та калаçмасть. Паян ирех Çĕрпелне Пашалу Çтаппанĕ патне кайса килтĕм. Вăл паллă юмăç ĕнтĕ, лайăх пĕлет. Çил хаярĕ ӳкнĕ терĕ. Вилет терĕ, — у-у-у ӳлесе ячĕ Петĕр арăмĕ питне саппунпа тытса.

Петĕр нимĕн те хускалмасть, выртать. Куçĕсене хупнă. Çăварне карнă. Аптăрарĕç çырма пынă хăнасем. «Чăнах-и, тен? — пăхса илчĕç пĕрне пĕри. Анчах ĕненсех каймаççĕ пĕтĕмпех.

— Налог тавăрса памаллаччĕ те сире, — терĕ ял Совечĕн председателĕ вăраххăн, хуйхăрнă пек пулса.

— Парса хăвар-ха эппин. Хăй вилсен те кирлĕ пулать укçа, — терĕ Петĕр арăмĕ куçĕсене саппун аркипе шăлса.

— Хăйне анчах пама юрать çав, — терĕ председатель, Петĕр ахаль выртнине сиссе.

— Хамах пар, вăл тăраймасть.

— Çук, пама пултараймастпăр. Каяс пуль...

— Петĕр, тăрса илсе юл укçа. Налог тавăрăнса килнĕ вĕт. Ерипен тăраятăн-и? — терĕ арăмĕ Петĕре.

Петĕр аран-аран, арăмĕ пулăшнипе çĕкленчĕ вырăн çинчен. Председатель кăларса тыттарчĕ Петĕре 47 пус.

— Ма-ма-ма-ма-ма са-са-са-а-а-а-хал? — ыйтрĕ Петĕр председательтен.

— Çавăн чухлĕ кăна таврăнать.

— Сă-сă-сă-ă-ă-ă-ă-паççипă! — терĕ Петĕр.

— Сана шкула çӳремелле мар турăмăр ĕнтĕ, — терĕ председатель.

— Сăпаççипă, ачам! Чунтан сăпаççипă! Арăм, сăра ăсса тух-ха. Пĕр виçĕ курка сăра ĕçтерсе ярар ырă çынсене, — терĕ Петĕр арăмне ĕлĕкхи пекех лайăх калаçса.

— Çук, сана ыран шкула пымашкăн калама килтĕмĕр, эпĕр, — терĕ ликвидатор.

— Эпĕ чĕлхесĕр-çке! — тесе юлчĕ Петĕр.

 

* * *

Шкул тулли çитĕннĕ çын. Пурĕ вăтăр тăваттăн. Вĕсем шутĕнче: Лариван, Кĕçтенкке, Петĕр малти парта хушшинче лараççĕ.

— Мĕнле саспалли пулать çак? — ыйтрĕ Петĕртен ликвидатор.

— Пĕлместĕп, — терĕ Петĕр.

— Вăт, вĕренес пулать.

— Вĕренме килтĕмĕр те-ха, — терĕç малти парта хушшинче ларакансем виççĕн пĕр харăс.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Матвей Тихомиров. (2015-01-14 23:10:07):

Хальхи пурнăçра интернетпа пурăнма питĕ лайăх... Эпĕ чăваш республикинчен питĕ аякра Сибирьте пурăнатăп и мана интернет чăвашла манса кайма памасть... Вот уже эпĕ чăвашра пулманни 50 çул и пурпĕрех чăвашла калаçма манман-ха...Интернетпа чăвашла вулатăп...

Çĕпритун Шăпчăк аван çырнă калавсем... Маттур Шăпчăк...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: