Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Асамат кӗперӗ сӳничченПулать-çке пурнăçраҪул пуҫламӑшӗСӳнми хĕлхемПолк ывӑлӗҪавраҫилҪул юлташӗ

Сӑвӑр


Йышпа-йышпа пурăнать,

Шĕвик! Шĕвик! шăхăрать,

Çич уйăх вăл çывăрать,

Юр ирĕлсен — вăранать.

Çырма-çатра хĕррине,

Пĕр-пĕр тӳпем тăррине,

Чавса тăвать йăвине —

Сăвăр теççĕ кайăкне.

«Ҫумӑр ҫӑвӗ-ҫӑвӗ-ҫӑвӗ те — чарӑнӗ…»


Çумăр çăвĕ-çăвĕ-çăвĕ те — чарăнĕ.

Эс мана каллех килме çăмах парăн-и?

Ку ман чи телейлĕ талăк-шим?.. Çакă-и? —

Уйăх та, ухмахланса, вăрттăн çакăнĕ!

 

Чи телейлĕ кунăм-та… — темшĕн савăк эп:

Сан ятна та тĕрĕс мар, кутăн чĕнĕттĕм.

Тен, ку чи телейли мар — сисĕм талăкĕ,

Юрату керменĕ мар — ку ун çенĕкĕ?!

 

Куллунта чăнкăртатать хурлă савăнăç.

Калаçни юри сан, ирĕксĕр, тетĕн-и?

Малашне те йывăçсем çилсĕр авăнĕç,

Тен, хуман кăвайтăн та тухĕ тĕтĕмĕ.

Пӳрне витĕр пăхăп та —

шăппăн тунсăхлăп...

 

……………………

Çумăр çăвĕ-çăвĕ-çăвĕ — чарăнĕ…

Камсем пуян?..


Камсем пуян?.. Укçаллисем пуян-и?..

Пуян-и ылтăн унитазлисем?..

Апла пулсан, вĕсем ма нăйкăшаççĕ

«Çук ăраскал ку пурнăçра!» тесе?..

 

Камсем пуян?.. Тӳре-шара пуян-и?..

Тен, телейли те çук-тăр çак йышран?..

Тӳре-шаран — пайтах инкекĕ-терчĕ!

Çук канăçĕ пачах тӳре-шаран!..

 

Пуян — хисеплĕ, ирĕклĕ çынсем çеç!

Вĕсен пур сум, пур ăраскал вĕсен!

Вĕсем тин тухнă Хĕвел пек çиçеççĕ!

Ӳпкелемеççĕ шăпине вĕсем!

 

Вĕсен пур йăлт! Вĕсем чăнах телейлĕ!

Вĕсем пачах пĕлмеççĕ ăмсанма!

Юлашкине вĕсем çынпа пайлаççĕ,

Кун пек çынсен çук вăхăчĕ пуйма!..

 

Камсем пуян?..

Камсем пуян, чăнах та?..

 

07.10.21

Аня… Анечка… Анна


Çуркунне çанталăк ултавлă тесе ахальтен каламан çав: хĕвелĕ çӳлтен хĕртсе пăхать пек те — нӳрĕк сывлăш, уçă çил этем сывлăхĕпе хăйне май хуçаланаççĕ. Аня та, ялти пек каласан — Анук, пуç ыратнипе те ӳслĕк ернипе виççĕмĕш эрне аран-аран уткаласа çӳрет. Çурхи кун чирлемелле-и-ха ĕнтĕ ун. Ĕçĕ те нумай. Хăйĕн пăрушкисене те тахçанах курман. «Эх, мĕнле пурăнаççĕ-ши ĕнтĕ вĕсем мансăр? Лена вăхăтра çитерсе-тасатса тăрать-ши?» — çак шухăш канăç памасть Анука. Амăшĕпе ашшĕ аварие лексе вилнĕ хыççăн вырнаçрĕ вăл фермăна ĕçлеме. Вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти ялхуçалăх академине вĕренме кĕнĕччĕ. Агроном специальноçне алла илсе тăван яла ĕçлеме таврăнас ĕмĕтлĕччĕ. Анчах кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкек ун пĕтĕм ĕмĕчĕсене татрĕ. Марина та виççĕмĕш класа çеç çӳрет-ха. Сап-сарă çӳçлĕ те хура куçлă йăмăкĕ — унăн пĕртен-пĕр савăнăçĕ. Паян та акă аппăшĕ тавра явăнать çеç. Килкартине, панулми йывăççи айне, уçăлса ларма пукан та илсе тухнă ун валли. Аппăшĕн вăрăм çӳçне тураса çивĕт тума юратать вăл.

— Аппаçăм, Анечка, ма чирлерĕн-ха эс? — чĕвĕлтетет Марина. — Эпир санпа вăрмана кăмпана кайнă пулăттăмăр. Ĕнер Гришăпа амăшĕ пĕр мăн чашăк ака кăмпи татса килнĕ. Мана та тутантарса пăхтарчĕç. Эх, тутлă та кăмпи! Чăх ашĕ пек Каникул та пĕтет кĕçех.

Малалла

Юрла-юрлах, ташла-ташлах пӗтетпӗр...


Юрла-юрлах, ташла-ташлах пĕтетпĕр, —

Упрамасан Тăван Чĕлхемĕре.

Кула-кулах, шавла-шавлах пĕтетпĕр,

Текех пулмастпăр çакă тĕнчере.

 

Кама çак кирлĕ?.. Раççее, тен, кирлĕ?..

Çук, Раççее ку пĕртте кирлĕ мар!

Этемлĕхе, тен, çакă питĕ кирлĕ?..

Кирлех пулсассăн, калăр: мĕн тума?!

 

...Юрла-юрлах, ташла-ташлах пĕтетпĕр, —

Упрамасан Тăван Чĕлхемĕре.

Кула-кулах, шавла-шавлах пĕтетпĕр,

Текех пулмастпăр çакă тĕнчере.

 

11.11.21

«Никам та пӗлмест...»


Никам та пĕлмест:

Тӳпе — мĕн тĕслĕ.

Эп пурнăç çийĕн

Вĕçнĕ те вĕçнĕ...

 

Хĕвел анать те

Хĕвел тухать —

Эсĕ саваймăн

Ку тăрăха.

 

Элле, чĕлхесĕр —

Чĕнместĕн эс.

Эпĕ — туятăп!

Мĕншĕн илтес…

 

Эсĕ чĕлхесĕр —

Пур эсĕ, пур!!!

Ӳпкелешӳсĕр

Ӳкет пек юр…

«Утравӗ мӗнле!..»


Утравĕ мĕнле!

Мĕн пысăкăш тинĕс!

Вĕрмерĕ пуль çилĕ

Çыран еннелле.,,,

 

Марина! Çиллес

Вĕç-хĕрсĕр çак тинĕс.

Сассем вĕçсе килĕç,

Темерĕн-и эс?

 

Хальччен асапран

Сассем, тен, хăтарнă

Сассем, тен, хăварнă

Суран...)

 

Епле тилĕрет!

(Мĕн пысăкăш тинĕс! —

Мĕн пысăкăш çилĕ!) —

Лере... Лере...

«Чӗнместӗн. Кала кӑмӑла май…»


Чĕнместĕн. Кала

кăмăла

май:

 

Аван, те, кунта,

куллунта —

чан!

 

Куçу — (шĕл-кăвар!) —

хăвăн мар,

ман!

 

Чĕнместĕн... Кала

кăмăла

май.

 

«Тута — чуптума,

Чӳк тума

мар…»

Тинӗс госпителӗнче


Ăшă çу кунĕсем иртсе кайрĕç. Çанталăка сулхăн кĕр сăнĕ çапсан сарăхнă йывăç çулçисем çĕрелле вĕлтĕртетсе ӳкме тытăнчĕç. Кайăк чĕпписем те ав çунат илчĕç — амăшĕсемпе кăнтăралла вĕçсе кайма хатĕрленеççĕ.

Çанталăк çапах уяр тăрать-ха. Анчах хĕвел хăй ăшшине хĕрхенкелесе çеç тăкать — виçесĕр сапаламасть.

Таврара ешĕл сăн çухалчĕ. Тинĕс кăна симĕс. Çуллахинчен те симĕсрех.

Паян канмалли кун. Анчах Нина мăшăрĕ тинĕсрен çаплах таврăнмарĕ-ха. Эрне иртрĕ ĕнтĕ. Вăхăт çав тери вăрах шунăн туйăнать. Будильник йĕппи те пĕр вырăнтах тăнă пек. Нинăн ăшĕ вĕçрĕ. Вăл ĕненмесĕр сехет шакканипе шаккаманнине пĕлес тесе будильника хăлхи çумне тытса итлерĕ. Юлашкинчен, кун каç еннелле сулансан, вăл тинĕс хĕррине тухса уçăлма шут тытрĕ. Çĕнĕ кĕпе тăхăнчĕ, куçкĕски витĕр пăхса питне-куçне тĕрĕслерĕ. Кремпа сĕрсе, пудрăпа шăлса сăн кĕртрĕ, духи сапса ырă шăршă кăларчĕ. Вара хăйне чипер те йĕркеллĕ пек туйсан кил алăкне питĕрчĕ те килĕнчен тухрĕ.

Тинĕс çыннин çамрăк арăмĕ ăçталла кайтăр ĕнтĕ — паллах, гаванелле, тинĕс çывăхне. Ачаллă-пăчаллă пулса ĕлкĕрейменскерĕн вăхăчĕ кичемрех иртни çитĕннĕ çыншăн каламасăрах паллă.

Малалла

Чăваш яш-кĕрĕмне


Пĕрремĕш пулмашкăн нихçан та ан хăрăр!

Ан хăрăр, тархасшăн, Ертӳçĕ пулма!

Кам пултăр пĕрремĕш — эсир пулмасассăн,

Эсир хăрасан çиле хирĕç утма?

 

Кам пулĕ пĕрремĕш, эсир пулмасассăн?..

Эсир ир те каç пурăнсан чĕтресе?..

Пулсамăр пĕрремĕш, ĕçе пуçăнсассăн,

Е çичĕ ютпа вăй виçмешкĕн тивсен!..

 

Ан хăрăр нихçан та пĕрремĕш пулмашкăн!

Сиртен тĕслĕх илччĕр, ан тив, шăллăрсем!

Эп хатĕр сире яланах пулăшмашкăн!

Вăй паччăр сире ваттисен пилĕсем!

 

10.11.21

■ Страницăсем: 1... 62 63 64 65 66 67 68 69 70 ... 796