Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

КĕперПограничниксемМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Çил-тăвăлЕркӗнКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеСунарçă халлапĕсем

Килет хĕрарăм самани


Хама чышрăм: «Ма каларăм,

Сывлăша чĕтрентерсе,

Çутă тĕнчере хĕрарăм

Пирĕнтен ухмах тесе?»

 

Пулнă, тет, матриархат

Ĕлĕкрех, тахçан.

Халĕ те вăл çывхарать.

Ма унран хăран?

 

Çемьере, ав, арçын влаçĕ

Йăшнăçем йăшсах пырать.

Вырăн сарма та каç-каçăн

Арăм мăшăрне хушать.

 

Эрехпе тек чакараççĕ

Ĕмĕрне Нил-Ваççасем,

Вун-вунпилĕк çул хушаççĕ

Анюксем те Наççасем.

 

Пикесем те, инкесем те

Ертӳçсенĕн пуканне

Йышăнаççĕ пур çĕрте те

Ытларах халь кулленех.

 

Тухĕ, чăн та, пире хирĕç

Ак Хĕрарăм самани.

Арçын калĕ: «Ертсе пыр эс

Малалла мана, савни».

Пĕччен эп пулнă каçăн-ирĕн


Пĕччен эп пулнă каçăн-ирĕн,

Телей те куртăм,

Тӳсрĕм шар.

Сукмакĕсем пĕр çулăн пирĕн.

Атя, утар-ха юнашар.

Сарă çӳçна саратса


Сарă çӳçна саратса,

Хĕрлĕ питна хĕретсе

Эсĕ килтĕн.

Ясар куçна ярпатса,

Хура чунна хуратса

Эсĕ кайрăн…

Авалхи асаттем телейне шыраса


Авалхи асаттем телейне шыраса

(Нушаран тен тарса?)

Вăрманти чăтлăха упа евĕр пытаннă.

Ĕмĕрхи юмана тӳнтерсе, çунтарса,

Тунката кăкласа

Çĕн уя ака пуçĕпе шăйăрттарнă.

Ывçăн-ывçăн сапса кунтăкри вăрлăхне

Акнă вăл тыррине.

Киремет варĕнче чӳк туса та хăварнă.

Кĕр çитсен çапнă авăн.

Вара ăшă кун

(Тахçанхи ĕмĕт ун)

Пĕçерсе кăпăшка, сарă çăкăр кăларнă.

Каларăшсем


«Ыр ут çынна таптамасть,

Ыр çын çынна хурламасть»,

Тенине пĕлет Хумма,

Пурпĕр хурлать хăть кама.

 

«Çын валли шăтăк ан чав.

Лекĕн, теççĕ, ху унта».

Çакна пĕлнипех Питрав

Çĕр айне чикет Тита.

 

«Ик мулкача йĕрлекен

Пĕрне те тытайман», тет.

Çакна шеп пĕлсех Евген

Пур ĕçе те кӳлĕнет.

 

«Ан мухта хăвна, тет Ял,

Мухтаччăр çынсем сана».

Пурпĕрех çӳрет Миххал

Мухтаса хăйне кăна.

 

«Каймăн ултавпа инçе»

Тенине пĕлсе тăрсах,

Улталать тек Униççе,

Уямасть те намăса.

 

«Васкакан вакка сикет»

Тенине илтмен-ши Влас?

Пĕрмаях чупса çӳрет,

Такăнса ӳкет час-час.

 

«Пĕччен йывăç час ӳкет»,

Нил çакна шута илмест.

Пĕчченех ялан çӳрет,

Тус тупмашкăн сĕмленмест.

Анăçрисем айкашни


«Вăрçăсен усси пурах», —

Шурă çурт янтăрашать.

Вăл унта-кунта пушар

Кăлармашкăн тăрăшать.

 

«Вĕлерсен кахалсене,

Пулĕ, теç, тĕнче ĕçчен».

Тĕп тусан салху çынна,

Иксĕлет иккен кичем.

 

Чиперех маррисене

Ĕнтмелле вутра-хĕмре.

Пулать-мĕн çапла пур йыш

Хĕрлĕ мăкăнь пек хитре.

 

«Татăлсан ĕмĕрĕсем

Çĕр çинчи пур ухмахсен,

Пулĕç, теççĕ, ăслăрах

Пур çынсем те çут тĕнчен».

 

«Йышăнсан çăва-масар

Аптрашки чирлисене,

Пулĕ, теççĕ, Çут тĕнче

Ырă-сывă кулленех».

 

«Çавăрсан тăшмансене

Хамăр май, тăнăç пулать.

Пĕтĕ, теççĕ, пур усал.

Тухĕ ырă çеç çула».

 

Философи кунашкал

Алхасни кӳрет тип шар.

Мирлĕ-мирлĕ ĕç кăна

Пире кӳрĕ пархатар!

Çĕршывăма


Эс çитĕн, Çĕршывăм,

Татах çирĕплен;

Çĕнелĕр, ялсем,

Хуласем, — кунсерен.

 

Ĕçчен çĕнтерӳçĕ

Çĕршывăм-анне,

Эс паттăр пыран

Коммунизм патне.

Çав хĕрпе ăнсăртран эп тĕл пултăм


Çав хĕрпе ăнсăртран эп тĕл пултăм.

Капăр клуб. Çăмăл вальс. Ăсату.

Çĕрĕпех пĕр калаçрăм та култăм,

Е хашлатрăм,

– Эх, юрату…

 

Сăнĕнче ун вылярĕ çу кунĕ,

Ăшĕнче – хĕл сивви, хулăн пăр.

Мĕншĕн шиклĕ кулли унăн пур,

Мĕншĕн çамрăклăх вучĕ çук унăн?

 

- Савнă çыннăм çаратрĕ мана.

Çĕрĕпе кулли çеç çумра юлчĕç.

Ан хăтлан ăшăтма ман чуна…

Пуçне пĕкрĕ те хĕр темшĕн кулчĕ.

Çамрăклăх


Эсĕ пирĕн çунат, шухă ĕмĕт кăварĕ,

Çамрăклăх!

Кашни çыннăн телейĕ, юратăвĕ, шарĕ,

Çамрăклăх!

Яланах эс шуйхат чĕрене

Çамрăклăх!

Санпала эпир пурнăç хирне сухалатпăр,

Çамрăклăх!

Хамăр ĕмĕр çинчен биографи çыратпăр,

Çамрăклăх!

Чи таса, вут-кăварлă сăмах –

Çамрăклăх!

Куçар Марс çине


«Пурнăç çуккă, теççĕ,

Марс хутлăхĕнче».

Ун пирки вĕçеççĕ

Хыпарсем инçе.

 

Ĕненместĕп эпĕ

Çакă хыпара.

«Пурнăç пурах, тетĕп,

Шеп планетăра».

 

Çук нимле сăлтав та

Марса тиркеме.

Пур-çке май унта та

Чĕрлĕх ĕрчеме.

 

Йывăрланса çитрĕ

Хамăр Çĕр çинче

Кунĕ, каçĕ, ирĕ

Ĕçлекен çынсен.

 

Халăх хыççăн халăх

Халĕ çакланать

Мăриккан ултавлăн

Янă вăлтана.

 

Лекĕ ак пире те

Çав синкер шăпа.

СăШăА çӳретĕ

Пире тăлăпа.

 

Тăвансем, куçар-и

Ырă Марс çине.

Çĕн Раççей уçар-и

Янкисĕррине.

■ Страницăсем: 1... 766 767 768 769 770 771 772 773 774 ... 796