Лаврентий Васильевич Таллеров 1929 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Комсомольски районне кӗрекен Нĕркеç ялĕнче ҫуралнӑ.
Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта вĕреннĕ. Ӗçленĕ хушăрах Алапӳри (Тутарстан) библиотека техникумне пĕтернĕ. Нумай çул хушши районти «Октябрь ялавĕ» хаçат редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă. 1969 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Вуннă çула яхăн «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцин культура, литература тата ӳнер пайне ертсе пынă. Унтан «Тăван Атăл» редакцине ĕçлеме куçнă, яваплă секретарь, тĕп редактор çумĕ пулнă. 1985–1989 çулсенче тĕп редакторта ĕçленĕ.
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем: «Хурăн шывĕ» (1975), «Култарам-ха арăмран» (1977), «Юхать юханшыв» (1978), «Сăпка юррисем» (1979), «Çăлтăр витĕр çул курăнать» (1983), «Хĕвелçаврăнăш — ылтăн çӳç» (1986), «Эрхип мăнукĕ Эрхип» (1992), «Йĕркеллĕ çын асапĕсем», «Шеремет», тата ыт. те.
Паллӑ ҫыравҫӑ пирӗнтен 2013 çулхи çăвăн 15-мĕшĕнче уйрӑлса кайрӗ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...