Александра Назаровна Лазарева Муркаш районне кӗрекен Тури Тӑмлайра 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Анат Кӗнерти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Балашоври авиаци техникумӗнче вӗреннӗ, темиҫе ҫул хушши пилотсен шкулӗнче ӗҫленӗ. 1939 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. «Ленин ҫулӗпе» журнал редакцийӗнче, Чӑвашрадио комитетӗнче вӑй хунӑ. Малтанхи калавӗ 1938 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленсе тухнӑ.
Унӑн пултарулӑхӗнче ачасемпе яш-кӗрӗм валли ҫырнӑ произведенисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вырӑсларан вӑл А.Кононов, В.Осеева, В.Розов, М.Карим произведенийӗсене куҫарнӑ. Литературӑри ӳсӗмсемшӗн ӑна Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ (1967). Писатель 1978 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ.
А. Лазарева 1960 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ пулнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: «Савӑнӑҫ» (1955), «Чипер Анна» (1956), «Хӗр чӗри» (1971), «Санӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус» (1975), «Савӑнтар ҫынсене» (1978); вырӑсла — «Светлый пруд» (1965), «Снег идет» (1975), «Сердце девичье» (1983).
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...