Николай Алексеевич Прокопьев Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче 1932 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1949 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1949–1951 ҫулсенче Канашри учительсем хатӗрлекен институтра, каярахпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Тӑван районти тӗрлӗ шкулсенче чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв чӗлхисене вӗрентнӗ, «Колхоз ялавӗ» хаҫатра вӑй хунӑ.
Н. Прокопьев литература ӗҫне шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех пуҫӑннӑ. Хайлавӗсем районти «Колхоз ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ, 1954 ҫултан пуҫласа респу6ликӑри хаҫат-журналта та ҫапӑнма пуҫланӑ. Н. Прокопьевӑн ачасем валли ҫырнӑ сӑввисем «Юратнӑ кӗнеке» (1960, 1970, 1973), «Атӑл кӗввисем» (1967), «Пӗрле ларса вулар-ха» (1991) кӑларӑмсенче кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Кам пӗлмест-ши манӑн шӑллӑма» (1969), «Пӗчӗк туссем» (1973) ятлӑ кӗнекесен авторӗ. Н. Прокопьев 1983 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вилнӗ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...