Никифор Тарасович Ваçанкка 1903 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1914 çулта пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, Элĕкри икĕ класлă, кайран иккĕмĕш сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1920-1922 çулсенче Вăрнарти педтехникумра вĕреннĕ, сăвăсем çырма пуçланă. 1923 çулта «Канаш» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. 1924-1927 çулсенче Мускаври Журналистика институтĕнче вĕреннĕ. 1930-1932 çулсенче поэт «Трактор» (хальхи «Тăван Атăл») альманах редакторĕ пулнă. 1932 çултанпа вăл Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ.
Н.Т.Ваçанкка 1934 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Вăл А.С.Пушкинăн «Дубровский», «Капитан хĕрĕ» повеçĕсене чăвашла куçарнă. 1928 çулта Çеçпĕл Мишши çырнă сăвăсене пухса пĕрремĕш кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ана ЧАССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене панă.
Çыравçă 1976 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче вилнĕ.
Н.Ваçанкка кăларнă кĕнкесем: «Хастарлăх» (1926), «Ирхи сывлăм» (1926) «Октябрь çулĕ» (1931), «Чакак хăнисем» (1961), «Йăлăмра»(1966) т.ыт.те.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...