Карсун Кавĕрли хальхи Чăвашстанра, Патăръел районне кĕрекен Аслă Арапуç ялĕнче, Пăрттапа пĕр вăхăтра пурăннă юрăçă. Унăн та пĕртен-пĕр юрри упранса юлнă. Ăна та Петр Пазухин çырса илсе хăйĕн "Образцы чувашских народных песен и тексты к ним" кĕнекин 2-мĕш томĕнче пичетленĕ. Кĕнекен 108 страницинче çапла каланă: «Карсун Каверли Аслă Арапуç çынни пулнă. Вăл питĕ юрлă пулнă, тăлăх пулнă. Унăн хăваран авса тунă арпалăх пек пӳрчĕ анчах пулнă. Салтака каяс умĕн пысăк сасăллăскер çакă юрра юрлатчĕ теççĕ ваттисем. Хыçалтан вара: «Эпĕрех те кайсан, ох! мĕн юлать?» тесе кăшкăрса яратчĕ тет те аллине хăй пӳрчĕ енне тăсса: «Çав юлать!» — тетчĕ тет».
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Кам пĕлет И...
What if your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Vexing https://www...
Annoying https://www...
Every day, websites like chuvash....
I've recently started using https://ele...
What if your website chuvash...
I've recently started using https://ele...
Get more leads for your chuvash...