Александр Кăлкан


Александр Кăлкан — чăваш сăвăçи, драматургĕ, тăлмачĕ. 1911 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Çĕн Мертлĕ ялĕнче çуралнă.

Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче тата педагогика институтĕнче, Мускаври литература аслă курсĕнче пĕлӳ илнĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ. Шупашкара килсен, 1935 çулта çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче ĕçлеме пуçланă. «Хатĕр пул» журналăн редакторĕ пулнă. «Пионер сасси» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Ӳнер управлениĕнче вăй хунă.

Вăл сăвăсем, юптарусем, пьесăсем çырнă. «Алим», «Анисса», «Авлантарчĕç», «Маргарита тавăрать» тата ытти пьесăсен пĕлтерĕшĕ халĕ те чакман. Пичетленсе тухнă кĕнекесем: «Аниса» (1936), «Хаклă парне» (1951), «Сар Иван» (1956, 1959), «Юптарусем» (1959).

1988 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

1940 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1945 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. «Хисем палли» ордена тивĕçнĕ.


Хайлавĕсем