Сеххиме


Сеххиме — XIX ĕмĕрте пурăннă пултаруллă хĕр-юрăçă.

Унăн пĕр юрри çеç упранса юлнă. «Саркайăк юрлать аслă улăхра» ятлă вăл. Сеххимен çак пĕртен-пĕр юрри Валем Ахун пухса хатĕрленĕ «Палнай» кĕнекере пĕрремĕш хут пичетленнĕ. Ăна Валем Ахун 1952 çулта Тутарстанăн Пăва районĕнчи Атав-Тăлампай ялĕнче П. М. Михайловран çырса илнĕ. Вăл каланă тăрăх, Сеххиме çак Атав-Тăлампай ялĕсенчен пулнă, революциччен утмăл-çитмĕл çул ĕлĕкрех пурăннă.


Хайлавĕсем