Ехрем Иванĕ


Чăвашсен вăтăрмĕш çулсенче палăрнă поэчĕ Ехрем Иванĕ (Ефремов Иван Григорьевич) Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Каша ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр педтехникумĕнче вĕренсе пĕлӳне ӳстернĕ. Самарта тухса тăнă «Колхозник» хаçат тата Шупашкарти «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал редакцийĕсенче ĕçленĕ. «Çамрăклăх» ятлă сăвă кĕнеки кăларнă. Унăн сăввипе В. Воробьев кĕвĕленĕ «Колхоз хирĕнче» юрра халĕ те юрлаççĕ.

Тăван çершыв Аслă вăрçин участникĕ. 1948 çулта Шупашкарта вилнĕ.


Хайлавĕсем